АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТРИЛЛЕРТИ ЕВĔРЛЕХ

24 сентября 2010 г.

Николаева уйрăм предприниматель тытакан "Çăлтăр" суту-илÿ лавкки Канашран Тăвайне каякан автоçул çинче, Хучель ялĕ хĕрринче вырнаçнă. Кунта иртен-çÿрен çула май тенĕ пек кирлĕ япаласем туянма кĕрсе тухать. Магазин талăкĕпех ĕçлет. Çавăнпа та çĕрлехи вăхăтра шикленмеллисем пулкалаççĕ. Акă, сăмахран, кăçалхи апрелĕн 16-мĕшĕнче çĕрлехи сменăна Николаева заведующи хăй йышăннă.

Таврана каç сĕмĕ çапсан магазина шал енчен питĕрнĕ. Анчах нумай та вăхăт иртмен алăка килсе шакканă. Сутуçă алăка пырса уçнă та пÿлĕме хĕрпе каччă кĕрсе тăнă. Вĕсем 2,5 литр сăра туяннă. Хĕрарăм халиччен курман çынсене тимлĕн сăнанă, вĕсен тумне, куçĕсемпе еплерех пăхнине астуса юлнă. Кусем тухса кайсан Хучель çамрăкĕсем килсе кĕнĕ. Çамрăксем лимонад туяннă та каялла тухнă. Çамрăксенчен пĕри Витя ятли чей ĕçес тесе магазинтах юлнă.

Çĕрле 10 сехетсем иртсен каллех магазин алăкне шакканă. Николаева тÿрех алăка уçма васканă. Ун умĕнче – хура маска тăхăннă, аллине кинжал евĕрлĕ икĕ вĕçлĕ çĕçĕ тытнă лутра та сарлашка хул-çурăмлă арçын тăнă. Çакăн пек кĕтменлĕхе пула хăраса кайнă сутуçă çĕрлехи хăна шÿтлет пуль тенĕ. Анчах та лешĕн шÿтлес шухăш пулман. Вăл çĕçĕпе сулкалашса укçа кăларса хума ыйтнă. Николаевăна хулран амантнă. Хĕрарăм Витьăран пулăшу ыйтса кăшкăрма тытăнсан маскăллă çын лавккаран тухса тарнă. Витя ун хыççăн тухса ыткăннă.

Çак вăхăтра милици сотрудникĕсем те килсе çитнĕ. Каялла таврăннă Витя вăрă вăрмана кĕрсе кайнине каланă. Кăшт вăхăт иртсен участковăйсем Канаш-Тăвай автоçул хĕрринче тăнă хĕре тытса килнĕ. Николаева ăна тÿрех палласа илнĕ: çак пăтăрмах пуличчен темиçе сехет маларах вĕсем пĕр каччăпа магазина кĕнĕччĕ. Милицире хăйне хăратакан çынна та шăтарасла пăхакан куçсенчен çийĕнчех асăрханă. Преступник малтан та судпа пĕрре мар айăпланнă. Халĕ каллех шăрпăклă суд сакки çине ларма тивнĕ. (Текстри хушаматсемпе ятсене улăштарнă).

Е.СПИРИДОНОВА, районти милицин аслă следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика