АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СĂПАЙЛĂ СТИПЕНДИАТСЕМ

24 сентября 2010 г.

Энтриялĕнчи вăтам шкулта кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ятарлă стипендие виçĕ ача тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри – Андрей Николаев, вăл 10-мĕш класра вĕренет. Çак пултаруллă çамрăк Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илсе тăрĕ. Унпа пĕр класра вĕренекен Андрей Андреев тата 8-мĕш класа куçнă Алина Семенова уйăхсерен район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендийĕсене илĕç.

Вĕсем виççĕшĕ те вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, спортпа уйрăмах туслă. Алинăн республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те çитĕнÿсем пур. Шкул хыççăн пултаруллă çамрăксем тÿрех тренировкăсене васкаççĕ. Çăмăл атлетика секцине А.Гурьев ертсе пырать, вăл ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнĕ. Аркадий Гурьевич шкул ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пынипе пĕрлех физкультура предметне те аван ертсе пырать.

Президентăн хавхалантарăвне тивĕçме çитĕнÿсем, паллах, нумай тумалла. Андрей Николаев вĕсемпе чăнласах та мăнаçланма пултарать. Кашни вĕренÿ çулĕнчех грамотăсемпе дипломсене, сертификатсемпе медальсене сахал мар çĕнсе илет вăл. Андрей физика тата хими предмечĕсемпе те туслă. Çак пултаруллă çамрăк юрă юрлама та ăста. "Канаш ен мерченĕсем" районти ачасен пултарулăх фестивалĕнче çулсеренех лауреат ята тивĕçет вăл. Юрă-кĕвĕ ăсталăхне алла илме ăна шкулти музыка учителĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А.Никоноров пулăшса пырать. Андрей А.Никоноров ертсе пыракан "Илем" фольклор ушкăна çÿреме те вăхăт тупать. Кăçал "Илем" ушкăн Республика кунне халалласа ирттернĕ уява хутшăннă.

А.Николаев çуллахи канăвне те усăллă ирттерме тăрăшать. Çак тĕллевпе вăл çулсеренех районти "Космонавт" кану лагерне çÿрет. Унăн пултарулăхне лагерьте те палăртаççĕ. "15 тултарсан мана лагере вожатăй пулма чĕнчĕç", – тесе хаваслă кăмăлпа пĕлтернĕччĕ Андрей.

Çак каччă шкулта хăйне лайăх енчен çеç кăтартать. Унăн ашшĕ-амăшĕ те Энтриялĕнче хисепе тивĕçнĕ çынсем. Амăшĕ вырăнти ял администрацийĕнче специалист пулса тăрăшать, ашшĕ Канаш хулинче "Промтрактор-вакун" предприятинче пушара хирĕç кĕрешекен пулса ĕçлет. Вĕсен туслă çемйинче икĕ ывăл çитĕнет. Андрейăн шăллĕ Дима тăваттăмĕш класра вĕренет. Вăл та вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тăвать.

Шкулта халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе çамрăксен ĕç бригади çулсеренех йĕркеленет. Унта стипендисене илсе тăма тивĕçнĕ икĕ Андрей яланах хутшăнаççĕ. Çуркунне вĕсем волонтерсен ретне кĕчĕç. Вĕсен ырă тĕслĕхне ăша хывса çак рете тепĕр 40 ача тăчĕ.

Çамрăксен ĕç бригадисем çулсеренех республикăра йĕркелекен конкурс-фестивальсене хутшăнма тăрăшаççĕ. Çак конкурс валли кăçал та пуян материал пухса хатĕрленĕ. Икĕ Андрея çак ăмăртура мала тухма ăнăçу сунатпăр.

О.ВОЛКОВА, директор çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика