АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЕТЕРАНСЕМ ВАЛЛИ – ÇĔНĔ ÇУРТСЕМ

24 сентября 2010 г.

Иртнĕ канмалли кунсенче Çеçпĕл тата Малтикас ялĕсенче пурăнакан салтак арăмĕсем Анна Павловна Павловăпа Клавдия Петровна Яковлева çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă. Вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа свидетельство илсен вĕсем хулара хваттер туянма шутламан, патшалăх паракан пулăшупа усă курса тăван вырăнтах çурт ларттарсан аванрах тенĕ. Р.Зинатуллин ертсе пыракан "Канашская ПМК" организаци ĕçченĕсем виçĕ уйăхра кирпĕчрен çав тери илемлĕ те хăтлă икĕ çурт хăпартса ăна пурăнмалла туса çитернĕ: пÿрте газ, шыв кĕртнĕ, канализаци хывнă. Хулари хваттерти пекех.

Кинемейсем хăйсене çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн патшалăх, республика, район ертÿçисене чунтан тав тунă. Райадминистраци пуçлăхĕ ветерансене çĕнĕ пÿрт хуçисем пулса тăнă ятпа саламланă, вăрăм ĕмĕр суннă.

Çак программăпа черетре тăракансем ялта çурт тутарасси пирки иккĕленеççĕ пулсан, лару-тăрăва уçăмлатакан тĕс-лĕхсем куç умĕнче: Кайри Ăнтавăшра, Çеçпĕлте, Малтикасра строительство ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхпа пурнăçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика