24 сентября 2010 г.
В.Никитин нумай çул Çеçпĕл ячĕллĕ хуçалăхра трактористра вăй хунă. Хальхи вăхăтра Матьшÿ ял клубĕнче газ операторĕ пулса ĕçлет. Вячеслав Никитич çемьере шанчăклă мăшăр тата ачисен юратнă ашшĕ, килти хуçалăха çирĕп тытса пырать, ĕçченлĕхĕшĕн ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.
Çак кунсенче вăл хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тунă. Ялти культура ĕçченĕсем ун ячĕпе клубра уяв йĕркеленĕ. Çуралнă кун ячĕпе тата тăван тăрăх аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн, хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова, клуб администраторĕ Л.Васильева, ял библиотекин заведующийĕ Ф.Иванова юбиляра ăшшăн саламланă, Дипломпа тата парнепе чысланă.
И. ИЛЬИНА.