22 сентября 2010 г.
Районти автоçулсем çинче кăçал сакăр уйăхра 37 (иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 48 пулнă) автоинкеке шута илнĕ, вĕсенче 9 (16) çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 49-шĕ (72) аманнă. Çурла уйăхĕнче 3 (7) авари пулнă, телее, вилекенсем пулман (6), 5 çын аманнă (7). Халĕ иртнĕ уйăхра районти çулсем çинче пулса иртнĕ инкексене тĕплĕнрех тишкерсе тухар-ха.
Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлнелле Шăхасан-Калинино автоçул çинче икĕ автомашина çапăннă. Инкек Шăхасан сали çывăхĕнче пулса иртнĕ. Ушанар ялĕнче пурăнакан водитель хăйĕн автомашинипе Сител çамрăкĕн автотранспорчĕ çине пырса кĕнĕ, хăй çавна май хытах аманнă. Ăна районти тĕп больницăна илсе кайнă. Адмтĕпчев пырать.
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче тепĕр инкек Уçырма ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ. Мăкăр ялĕнче пурăнакан арçын хăйĕн автомашинипе çынна çапса кайнă. Лешĕ, ÿсĕрскер, çывăхра иртекен транспорт умĕнченех çул урлă каçма пикеннĕ пулнă иккен. Аманса пĕтнĕ арçынна хула больницине ăсатнă. Ку инкеке те тĕпчеççĕ.
Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче каçхине тăватă сехет тĕлнелле Чакаç ялĕ çывăхĕнче "Мерседес" çаврăнса ÿкнĕ. Ăна Сухайкасси ялĕнче пурăнакан йĕкĕт тытса пынă пулнă. Водитель тата пассажир çак автоинкекре хытах аманнă, вĕсене районти тĕп больницăна ăсатнă.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăннă тата асăрхануллă пулнă пулсан çак автоинкексем пулман та пулĕччĕç.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.