АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАКУН АЙĂПА КĔНĔ ТЕЙĔН

22 сентября 2010 г.

Шалти ĕçсен транспорт çинчи Чăваш линин пайĕ пуйăсри вандализмпа пурлăх вăрланă тĕслĕхшĕн пуçарнă уголовлă ĕçе тинех суда панă. Çак преступлени хăйĕн сăлтавсăрлăхĕпе тĕлĕнтерет.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Канашра пурăнакан виçĕ çын "Канаш-Сергач-Арзамас" маршрутпа çÿрекен электричкăна, вăхăтлăха чарăннăскере, кĕнĕ. Унта сăра ĕçнĕ. Хĕрнĕскерсем вара паттăрланас тенĕ пуль. Икĕ каччă машинист кабинин чÿречине, алăк кантăкне çапса çĕмĕрнĕ. Шала кĕрсе техника оборудованине, машинистсен сумкисене вăрланă. Хаклă япаласем тупайманнипе тарăхса кайнăскерсем пуйăсăн тепĕр вĕçĕнчи машинист кабини патне утнă. Кабина чÿречисене, алăк кантăкĕсене чулпа персе ватса пĕтернĕ. Унти япаласене илсе кайнă.

Ирхине виçĕ сехет тĕлнелле Чулхула электропуйăсăн машинисчĕсем таврăннă та – тĕлĕнсех кайнă. Транспорт милицине евитленĕ, йĕркелĕх хуралçисем преступление вăраха ямасăр уçса панă. Тĕлĕнмелле те, анчах киревсĕр тĕслĕхшĕн айăплисем чукун çул ĕçченĕсемех иккен. Вăрланă япаласене вĕсем хуçисене тавăрса панă. Анчах "Раççей чукун çулĕсем" АУОна кÿнĕ сиен те пĕчĕк мар – 52 пине яхăн тенкĕлĕх. Тăрпалтайсен çав сиене те саплаштарма тивĕ, суд умне тăрса пите хĕретмелле пулать.

С.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика