22 сентября 2010 г.
Ноутбуксăр юлнăскер пирĕн районта пурăнать. Тепĕр гражданинăн телевизорне арестленĕ, виççĕмĕшĕнне – сивĕтмĕшне. Сăлтавĕ кашни тĕслĕхрех пĕрре – çак çынсем налуксене вăхăтра тÿлемесĕр патшалăх умĕнче парăма кĕнĕ.
Налукçăсемпе суд приставĕсем çак кунсенче Патăрьел, Канаш тата Етĕрне районĕсенче рейдсем ирттернĕ. Парăмлă çынсем тÿлевсене хăйсем тĕллĕн татас енĕпе пуçаруллă пулманнине кура приставсемпе налук инспекторĕсен вĕсен йăлари техникине арестлеме тивнĕ. Чăн та, пурте çапла хăлăхсăр мар – тĕрĕслев органĕсен ĕçченĕсем пырсан нумайăшĕ парăма татмашкăн укçа тупнă. Пĕтĕмпе çак рейдсен вăхăтĕнче 70 пин тенкĕ ытла парăма татнă.
Налукçăсен шухăшĕпе, çакнашкал рейдсен усси пысăк, çавна май вĕсене малашне те йĕркелесшĕн. Эппин, хăшĕсемшĕн вăл е ку техникăсăр юлас хăрушлăх сирĕлмен-ха.
К.НИКОЛАЕВ.