22 сентября 2010 г.
Малашне пулас пенсие хывакан хушма страхлав взносĕсене çĕнĕ технологисемпе усă курса тÿлеме пулать. Пенсин патшалăхăн софинансировани программине хутшăннисен взноссене Перекет банкĕн кирек хăш терминалĕнче куçарма май пур. Çакна валли вырăнти Пенси фондĕнчен пĕр хутчен ятран паракан штрих-кодлă квитанци илмелле.
Терминал штрих-кодран тÿлев информацине шутлать, ун хыççăн взнос тÿлеме тата чек илме пулать. Укçа тÿрех тÿлекенĕн пухăнакан пенси пайне куçать. Кирек епле сумма та хывма юрать.
Чи кирли вăл – пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнакан çулталăкне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран тÿлени. Ун чухне патшалăх пенси счечĕ çине çав суммăнах, икĕ хут ÿстерсе хурать.
– Страхлав взносĕсене банк терминалĕсем урлă хывни питĕ меллĕ, – палăртать РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Р.Кондратьева.
– Перекет банкĕн терминалĕсене республикипех вырнаçтарса тухнă, вăл шутра суту-илÿ центрĕсенче, коммуналлă хуçалăх организацийĕсенче, предприятисенче. Штрих-кодлă квитанцире вара кирлĕ мĕнпур реквизит пур. Çакă йăнăш тăвасран та хăтарать, взнос тÿлес ĕçе çăмăллатать.
Çапах та пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăннă çынсен страхлав взносĕсене урăхла та куçарма май пур. Пулас пенсие хăйсен ирĕкĕпе взнос хывакансем ăна ĕç вырăнĕнчен тÿлеме пултараççĕ: ĕçлекен çырса панă заявлени тăрăх бухгалтери уйăхсеренех палăртнă суммăна ĕç укçинчен тытса юлма пултарать. Унсăр пуçне взноссене кирек хăш банкра та тÿлеме юрать.
Иртнĕ çул Чăваш Республикинче пурăнакансем, пенсин патшалăх софинансированийĕн программине кĕнисем, хăйсен пенси счетне 30 миллион тенкĕ ытла укçа куçарнă. Патшалăх та хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласа çавăн чухлех укçа куçарнă. Çулталăк пуçланнăранпа 12 миллион тенке яхăн тÿленĕ. Программăна хутшăнакансенчен чылайăшĕ тÿлеве хăй тĕллĕн – кирек епле банк урлă – хывать. Пĕтĕмĕшле пенсин патшалăх софинансированийĕн программине Чăваш Енре 75 пин çын хутшăннă, Раççейĕпе – 3 миллион çын.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.