АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛЛĂМĔШ ХУТ ПУХĂНСА КАНАШЛАРĔÇ

22 сентября 2010 г.

Эрне кун район депутачĕсен Пухăвĕн юбилейлă 50-мĕш сессийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ И.Иванов йĕркелесе пычĕ. Пухăва райадминистраци ертÿçи В.Софронов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинче 5 ыйту пăхса тухрĕç.

Райадминистрацин юрисчĕ М.Васильева район Уставне кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков районăн 2010 çулхи бюджетĕнчи улшăнусем çинчен каларĕ. Ку çул валли йышăннă бюджетăн малтан палăртнă пĕтĕмĕшле тупăш калăпăшĕ 450254,1 пин тенкĕ, çак шутран 377171,75 пин тенкине республика бюджетĕнчен уйăрса панă. Тăкаксемпе пăхнă сумма – 454425,55 пин тенкĕ. Малтан палăртнă бюджет дефицичĕ 4171, 45 пин тенкĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе салтак арăмĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли программăпа 131 çын черетре тăрать. Июлĕн 26-мĕшĕччен черете тăнисене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ирĕк паракан документпа тивĕçтереççĕ, каярах тăнисем çывăх вăхăтрах свидетельствăна илла илĕç. Паянхи куна 100 ветеран алла свидетельство илнĕ. Çак йышран тăваттăшĕ ялти çуртрах пурăнма кăмăл тунă. Хальлĕхе виçĕ пÿрт тунă. Ытларахăшĕ Канашпа Шупашкар хулисенче хваттер туянаççĕ.

Депутатсем Пухура Чулхула чукун çулĕн Канаш станцийĕнчи восстановительнăй пуйăсăн бульдозер машинистне Владимир Васильева "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăлама тăратнă ходатайствине пăхса тухрĕç. Владимир Германович Чăрăшкассинчен. Чукун çул çинче 2007 çултанпа ĕçлет. Хăйне шанса панă ĕçе вăхăтра тата пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн вăл кĕске вăхăт хушшинчех ĕçтешĕсемпе ертÿçĕсен хисепне çĕнсе илнĕ.

Кăçалхи августăн 9-мĕшĕнче Мордва Республикине вăрман заповедникĕнчи пушара сÿнтерме тухса кайнă. Августăн 10-11-мĕшĕсенче çĕр каçипе ĕçлесе хăйĕн тракторĕпе 4 çухрăм тăршшĕ прачак çул уçнă. Вут çулăм çулне чарса лартма пулăшнă. Пушара Саров хули çывăхĕнче сÿнтернĕ.

Депутатсем ларура хускатнă ыйтусемпе сĕнÿсене пĕр саслă пулса йышăнчĕç. Ун хыççăн вĕсем Уçырма тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе вырăна çитсе паллашрĕç. Уçырма ял тăрăхĕнче пуçаруллă çынсем пулнипе ял сăн-сăпатне улăштаракан, илем кÿрекен объектсем хута каяççĕ. Çеçпĕлсем яла тирпей-илем кÿмелли программăпа Матьшÿ ялĕнче çулсене, фельдшер пунктне, ача садне юсаса йĕркене кĕртнĕ. Кăçал кун евĕр программăпа Сиккасси ял тăрăхĕ ĕçлет.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика