17 сентября 2010 г.
Ĕçеççĕ. Куллен эрехпе аташсан çăвара мĕн персе хыпнине те туйми пулатпăр иккен. Шывпа эрехе те уйăраймаççĕ-ши хăш-пĕр ĕçкĕçсем. Акă Юмансар ялĕнче пурăнакан хĕрĕхрен иртнĕ арçынна васкавлă пулăшу пама тивнĕ, ăна район больницин реанимаци уйрăмĕнче кăна пурнăçа тавăрнă. Хайхискер тимсĕр-лĕхе пула уксус эссенцийĕ ĕçсе лартнă. Сăмси уксус шăршине пĕлмен-шим; Интереслĕ. Çакăн евĕрлĕрех ĕç-пуç Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче те пулнă. Шупашкартан яла хăнана килнĕ арçын тăванĕ патĕнче курăкран эмел тума тесе хатĕрлесе лартнă шĕвеке мĕн тесе персе хыпнă-ши; Наркăмăшланнăскере районăн тĕп больницинче пулăшу панă. Хăна хăй те инкек тÿснĕ, тăванне те сиен кÿнĕ.
Вăрлаççĕ. 17 çулти хĕр-упраçăн пуçĕнче çил вылянă-ши; Вăл хăйĕн майра сумккине ял хуçалăх пасарĕн залĕнче хурса хăварнă. Паллă мар çын сумкăри 9 пин тенкĕ укçана, перекет кĕнекине тата çÿхе куртка вăрланă. Паллă мар çын Малтикас ялĕнчи пĕр çурта чÿрече илсе кĕнĕ, унтан музыка центрĕ, DVD-плеер çаклатса тухнă. Кил хуçине 10 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Катек çамрăкĕсем вара вак-тĕвекпе аппаланса вăхăт ирттермен, тÿрех пысăк япалана куç хывнă. Хăйсен ялĕнчех пĕр кил умĕнче ларакан прицеп кăкарнă "Кадви" мотоблока чĕртсе кайнă. Вăрланă пурлăха тавăрса пама тивнĕ.
Хĕнеççĕ. Кайри Ăнтавăш ялĕнче арçынпа хĕрарăм çапăçса кайнă. Вăйлăраххи хĕрарăма тĕртсе янă та лешĕ çĕре персе аннă. Хăйсем урах пулнă-ши; Сăмах çине сăмах чухне лару-тăру хĕрсех пырать. Вырăскас Пикших ялĕнче пĕр мăшăр – упăшкипе арăмĕ малтан вăрçăнса, унтан çапăçса кайнă. Арçын арăмне тапса, çапса пĕтернĕ. Мăшăрсен пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва судра татса пама тивет. Вырăскас Пикших арçынĕпе Канаш çынни икĕ эрех кĕленчине шăкăл-шăкăл калаçса ларсах пушатнă пулĕ-ха. Анчах ĕçмелли пĕтсен хирĕçсе кайнă. Хула çынни Пикших арçыннине кăкăртан çĕçĕпе чикнĕ. Аманнăскере медпулăшу пама тивнĕ.
Вилеççĕ. Хăш-пĕр çынсем кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ çуккипе пурнăçран уйрăлмалли мĕн тĕрлĕ кăна меслет шутласа тупмаççĕ-ши; Малтикас ялĕнчи çамрăк хĕрарăм вилес шутпа "Циклодол" препарата пĕр ывăç ĕçнĕ. Васкавлă пулăшу ĕçченĕсем пурнăçа тавăрнă çакскере. Августăн 31-мĕшĕнче Асхва ялĕ çывăхĕнчи вăрман посадкинче йывăçран çакăннă 35-40 çулсенчи арçын виллине тупнă. Тĕпчевпе шырав мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн вăл Анаткас Татмăш çынни пулни палăрнă. Мĕнле майпа килсе лекнĕ вăл çак вырăна; Ушанар çывăхĕнчи пĕвере паллă мар хĕрарăм виллине тупнă. Вырăскас Пикших ялĕнчи 46 çулти ар-çын хăйĕн кил хуçалăхĕнчех çакăнса вилнĕ. Энтриялĕнче çак ÿсĕмри хĕрарăм та пуçне мăйкăч ăшне чикнĕ.
И.ВОЛОДИНА хатĕрленĕ.