АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯВАПЛĂХРАН ТАРАЙМĂН

17 сентября 2010 г.

Хăш-пĕр çынсем ĕçлесе вăй пĕтерес мар тесе вăхăт ирттермелли темле меслет те шутласа тупаççĕ. Ырă тĕллев тытсан татахчĕ-ха. Çук çав, йĕркеллĕ пурăнас килмест вĕсен. Наркомани çулĕ çине тăракансен йышĕ ÿссе пыни хытах пăшăрхантарать. Мăкăньрен наркотикла япаласем хатĕрлекенсем йышланса кайрĕç. Акă юлашки вăхăтра тĕл пулнă темиçе тĕслĕх илсе кăтартам.

Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче Алексеев Чакаç ялĕнче пĕр çыннăн анкартине кĕрсе 29 тĕп – 161 грамм мăкăнь курăкĕ тăпăлтарса тухнă, ăна хăйĕн килĕнче упранă. Мăкăньре опийĕн вăйлă алкалоичĕ – морфин пур. Асăннă виçе наркотикла веществосен списокĕнче пысăк калăпăшлă виçе шутланать.

Мăкăр ялĕнчи Павлов та çакăн пек ĕçех пурнăçланă. Вăл 162 грамм, Уйкасри Исаев 145,5 грамм, Çеçпĕлти Иванов (чăн хушамачĕсем урăхла) 315 грамм мăкăнь курăкĕ хатĕрленĕ. Наркомансем, вĕсене урăхла калама çук та пулĕ, пурте милици аллине çакланнă, "пурлăхне" туртса илнĕ. Кунта асăннă çынсен пурин те РФ Уголовнăй кодексĕн 228 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн наркотикла япаласене пысăк виçепе упранăшăн саккун умĕнче явап тытма тивет.

А.ВАСИЛЬЕВ, районти милицин дознани пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика