17 сентября 2010 г.
Паян ĕçкĕ-çикĕ ыйтăвĕ питĕ çивĕч тăрать. Ăна пула пĕтĕм общество, çул çитмен çамрăксем, пулас амăшĕсем йывăрлăх тÿсеççĕ. Ĕçкĕпе тăтăш иртĕхсен алкоголизм чирĕ пуçланать. Район çыннисем ĕçекен алкоголь продукцийĕн пысăк пайне уйрăм çынсем килте туса хатĕрлеççĕ, унăн пахалăхĕ калама çук япăх, наркăмăшлă веществосем нумай. Çавăн пек эрехе ĕçни организма наркăмăшлантарать, вĕлерет.
Çулталăк пуçланнăранпа районăн тĕп больницинче эрех ĕçсе наркăмăшланнă 142 çынна медицина пулăшăвĕ парса пурнăçа тавăрнă, 7 çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май килмен.
Районăн шалти ĕçсен пайĕ услам илес тĕллевпе япăх пахалăхлă эрех туса сутакансене, упракансене тупса палăртас тĕллевпе нумай ĕçлет. Анчах та килте эрех туса сутакансем çулсерен нумайлансах пыраççĕ. Вĕсене милици аллине çаклансан 5 пин тенкĕ штраф тÿлемелли те хăратмасть.
2009 çулта Чăваш Республикин Саккунĕн 16 статйипе килĕшÿллĕн 8 уйăхра 82 çынна явап тыттарнă пулсан, кăçал – 83 çынна. Ку цифрăсем милици сотрудникĕсем тупса палăртнисем кăна. Кун пек фактсем вара – алран илнĕ эрех ĕçсе наркăмăшланнă, вилнĕ тĕслĕхсем – ялсенче мĕн чухлĕ;! Эрех сутакансене вара хăйсенчен çак наркăмăша туянса ĕçекен кÿршин, тăванĕн сывлăхĕ, шăпи кăшт та хумхантармасть.
Е.МУРЗИН, участковăйсен пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.