17 сентября 2010 г.
Миграци служби граждансене электронлă майпа граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси чи ансат мелсенчен пĕри. Кăна валли гражданинăн Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле: wwwĕgosuslugiĕruĕ
Паспорта вăхăтра улăштарман, пропискăна тăман пирки çынсен административлă йĕркепе явап тытма тивет. Электронлă майпа усă курса вара 1500-2500 тенкĕ штраф тÿлессинчен хăтăлма, 30 кунлăх срокра паспорт илме, улăштарма ыйтса заявлени пама пулать. Унсăр пуçне миграци службин вырăнти уйрăмне пырса çак ĕçсене пурнăçлама пулать. Пĕр япалана шута илмелле: саккунпа килĕшÿллĕн ялан пурăнакан вырăнта Раççей гражданĕн паспортне 10 кунра, вăхăтлăха килнĕ çынсене 2 уйăхра хатĕрлесе параççĕ.
Л.ПОГАЙДАК, шалти служба майорĕ.