17 сентября 2010 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулсенче "Канаш" колхозăн ячĕ республикăра кĕрлесе çеç тăнă, çитĕнĕвне Мускав таранах пĕлнĕ. Тулли мар яваплă обществăн кантурĕнче типтерлĕ упранакан наградăсем те çирĕплетеççĕ çакна. Анчах юлашки çулсенче саккăрла çаптаракан самана вăйлă хуçалăха та хытах "силлерĕ", панкрута тухас хăрушлăха кĕртсе ÿкерчĕ. "Мĕн тумалла;" – канăçсăррăн шухăшланă унăн ертÿçи Валерий Долгов.
Азербайджанра çитĕннĕ, тĕнче курас килнĕрен Мускава тухса кайса 30 çула яхăн тĕпленсе пурăнакан Махмуд Гулиев икĕ çул каялла Канаша юлташĕсем патне хăнана килнĕ. Калаçсан-калаçсан сăмах хулапа пĕр ятлă хуçалăх çине куçнă. Махмуд Мадатович ку пĕрлешÿ хăйĕн вăхăтĕнче республикăра чи çирĕп колхоз-совхоз йышне кĕнине, халĕ пысăк йывăрлăха лекнине пĕлнĕ.
Махмуд вунă ачаллă çемьере ялта çитĕннĕ. Уроксем хыççăн выльăх çитерме çÿренĕ, ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ял пурнăçне юратса, тĕрлĕ ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Бакура 2 аслă пĕлÿ илнĕ, пĕр вĕренÿ заведенине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Педагог тата инженер-строитель профессийĕсем ăна халĕ çынсемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупма, ку чухнехи самана тивĕçтерекен проектсем хатĕрлесе объектсене – выльăх вити, çурт-йĕр, тĕрлĕ хуралтă... – хăйне евĕр çĕклеме пулăшаççĕ.
Махмуд Гулиевăн хуçалăхăн инвесторĕ пулас, "Канашăн" ырă ятне тавăрас шухăш çуралнă. Кун çинчен Мускава таврăнсан юлташĕсене пĕлтернĕ. Акиф Гусейнов ăна пулăшма килĕшнĕ.
2008 çулхи çурла уйăхĕнче иккĕшĕ "Канаш" хуçалăха килсе çитнĕ, ООО туса хунă. М.Гулиев – генеральнăй директор, А.Гусейнов – унăн çумĕ.
– Выльăх-чĕрлĕхсĕр ял пурнăçне çĕклеймĕн, обществăна ура çине тăратаймăн, – тет Махмуд Мадатович. – Çавăнпа çитсенех сысна, ĕне витисене тĕпрен юсаса çĕнетме тытăнтăмăр. Пире халăх ĕненчĕ, шалу вăхăтра илме тытăнчĕ. Муркаш, Красноармейски районĕсенчи чи лайăх хуçалăхсенчен, Мари Республикинчен ăратлă ĕне, сысна туянтăмăр.
Инвесторсем пĕрлешĕве комплекслă аталантарасшăн. Хăш çул мĕнле çанталăк пуласса пĕлме çук. Тăкак тÿсес мар тесен, парăма кĕрес мар тесен тыр-пул та, пахча çимĕç те тĕрлĕ сортлă пултăр. Пĕри – шăрăха лайăх чăтать, тепри – йĕпе-сапара та кĕтнĕ тухăçпа савăнтарать.
Хальлĕхе çĕр улми çеç туса илеççĕ. Малашне пусă çаврăнăшĕнче ытти культура та вырăн тупĕ. Иртнĕ çулхи тухăç Чакаç, Мăкăр, Тури Юнтапа тата Кармами выççăлкки ялĕсенче пурăнакансене савăнтарчĕ. Çамрăксен ăçта та пулин кайса ĕçлес шухăш сирĕлчĕ. Кармамирен Чакаçа качча килнĕ Елена Алексеева çамрăк специалист бухгалтера вырнаçрĕ.
– Çамрăксем механизаторсен хушшинче те пур, – тет Канашри финанс колледжне вĕренсе пĕтернĕ, каярах ĕçленĕ хушăрах аслă пĕлÿ илнĕ Татьяна Кузьмина бухгалтер.
– Шел, кăçалхи шăрăх пире те такăнтарчĕ, – пăшăрханнине пытармасть Махмуд Гулиев. – Тухăç пĕлтĕрхинчен икĕ хут çурă чакрĕ. Тăпрана 3 млн тенкĕлĕх аммиак селитри хывнăччĕ. Унăн уссине кураймарăмăр. Апла пулин те эпир оптимистсем. Çитес çул ял хуçалăх культурисем аван çитĕнессе шанатпăр. 100 гектар çине калиллĕ удобрени çителĕклĕ хыврăмăр. Унта çуркунне çĕр улми лартăпăр. Шăварма шыв юнашарах. Мелиорацисĕр "иккĕмĕш çăкăра" тупăшлă çитĕнтереймĕн. Халĕ 300 гектар çинче кĕрхисем акатпăр. Элитлă сорта им-çамласа. Канашри ĕçпе тивĕçтерекен центрпа механизаторсене вĕрентсе хатĕрлеме килĕшÿ турăмăр.
В.ГРИГОРЬЕВ.