17 сентября 2010 г.
Людмила Алексеевна Кузнецова Аслă Мами ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта улттăмĕш çул вăй хурать. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен хăйĕн ĕçне тăрăшса чунтан пурнăçласа пырать, ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет.
Людмила Алексеевна 1974 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Маяк ялĕнче Алексей Александровичпа Анна Николаевна Поверновсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Тăваттăмĕш класс таран Маяк шкулĕнче пĕлÿ пухнă, 1991 çулта Сиккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă.
– Эпĕ ачаранпах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен пулăп тесе шутлаттăм. Экзамен вăхăтĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем – Антонина Дмитриевна Абаськинăпа Елизавета Макаровна Александрова мана университета кайма сĕнчĕç. Чăнах та, кайрăм. Çакăншăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Тăван чĕлхене юратма вĕрентесси пысăк тивĕç тесе шутлатăп, – каласа кăтартать ĕçтеш, – 1992-98 çулсенче Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентĕм, çав вăхăтрах Мăкăр ялĕнчи шкулта аслă вожатăй пулса ĕçлерĕм. 1995 çултанпа чăваш чĕлхипе литературине ертсе пыратăп.
Пурнăç улшăнса пынă май ачасене те çĕнĕлле вĕрентме тăрăшмалла, тĕрлĕ майсем шыраса тупмалла. Хальхи вăхăтра компьютерпа усă курса уроксем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ технологипе шкулсенче еплерех ĕçлесе пынине палăртас тĕллевпе районта час-часах конкурссем, фестивальсем иртеççĕ. Людмила Алексеевна вĕсене хутшăнма яланах хавас. Çитĕнĕвĕсем те пур унăн. 2009 çулта Вырăскас Пикших шкулĕнче ЦОРпа усă курса ирттернĕ уроксен фестивалĕнче лауреат ята тивĕç пулчĕ вăл. Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа ирттернĕ конференцире тухса калаçрĕ. Педагог хăйĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне республика шайĕнче иртекен конкурссене те хутшăнса тĕрĕслет. Конкурссене ачасене те явăçтарать. Иртнĕ çулсенче, сăмахран, И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх компьютерпа ÿкернĕ ĕçсен конкурсĕнче А.Петров малти вырăна тухнăччĕ. Нумаях пулмасть 8-мĕш класра вĕренекен К.Петрова мультимедиллĕ презентацисен конкурсĕнче "Чăваш литературинчи учитель сăнарĕ" номинацире пĕрремĕш пулчĕ, тăван ен культурипе ирттернĕ олимпиадăра виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
Шкулта Людмила Алексеевна ачасене вĕрентнипе пĕрлех вожатăй ĕçĕсене те пурнăçласа пырать. Вăл тăрăшнипе мероприятисем çÿллĕ шайра иртеççĕ. Пултарулăхне кура ăна çулсеренех шкулти ĕçпе кану лагерĕн начальникĕ пулма суйлаççĕ. Ĕçтешĕсем хисеплеççĕ ăна. Пулăшу кирлĕ чухне вĕсене вăл пулăшма яланах хатĕр.
Людмила Алексеевна чылай ачана пĕлÿ тĕнчин вăрттăнлăхне уçса панă. Вăл вĕрентнĕ Олеся Григорьева (Михайлова) Канаш телевиденийĕнче журналист пулса ĕçлет.
Л.Кузнецова çемьере юратнă мăшăр тата анне пулма та вăхăт çитерет. Вăл Мăкăр ялĕнче пурăнакан Александрпа çемье чăмăртанă, иккĕшĕ вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Асли, Оля, Чакаç шкулĕнче вĕренет, кĕçĕнни, Костя, ялти пуçламăш шкулта пĕлÿ пухать. Вĕсен çитĕнĕвĕсем амăшне хавхалантараççĕ.
Л.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.