17 сентября 2010 г.
Иккĕмĕш Микулай патша – II Николай Александрович Романов патша (1868-1918) – Виççĕмĕш Александр император ывăлĕ пулнă. Раççейĕн юлашки патши. Çак ята вăл 1894 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче йышăннă. Ун вăхăтĕнче пирĕн патшалăх 1904-1905 çулсенче Японие хирĕç пынă вăрçăра пысăк çухату тÿснĕ. 1907 çулта Патшалăх думине туса хунă, Столыпинăн аграрлă реформине ирттернĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Микулай патша Раççее катастрофа патне илсе çитернĕ. 1917 çулхи февральте (çĕнĕ стильпе мартра) ăна вырăнти правительство патшаран кăларнă, арестлесе, Екатеринбурга ăсатнă.
Екатеринбургра Микулай патшана суд тумалла пулнă, анчах шуррисем унталла хăвăрт çĕнтерсе пынине тата патшана унăн çемйипе пĕрле вăрласа кайма хатĕрленнине сиссе судсăр-мĕнсĕрех персе вĕлернĕ. Ку ĕç 1918 çулхи июлĕн 16-17-мĕшĕнче çĕрле хулари Ипатьев çурчĕн çурма путваллă пÿлĕмĕнче пулса иртнĕ. Çав каç персе вĕлернисем хушшинче Раççей патши пулнă Николай Романов, патша майри Александра Федоровна тата унăн ачисем: Алексей, Татьяна, Ольга, Анастасия, Мария, çавăн пекех Боткин тухтăр, Харитонов повар, Трут лакей тата пÿлĕмри хĕрача Демидова – пурĕ вун пĕр çынна, – пурне те пĕр харăс персе вĕлернĕ. Çак тискер ĕçе революци ирĕкĕпе Урал облаçĕн Совечĕн Постановленийĕ тăрăх тунă. Персе вĕлерекенсен командинче вĕлерме палăртнă кашни çын пуçне пĕрер стрелок пулнă. Вĕсем Романовсен çемйине ик-виç минут хушшинчех тĕп тума ĕлкĕрнĕ. Вилнисен ÿчĕсене хула тулашĕнчи юрăхсăра тухнă шахтăсем патне илсе кайнă, унта вĕсене бензин тата кислота сапса çунтарса янă. Çунса пĕтмен ÿчĕсене икĕ аршăн çурă тарăнăш (кашни аршăн 71,12 сантиметр) чавса, никам та палласа илме ан пултартăр тесе, сăн-пичĕсене тата пĕтĕм ÿт-пĕвне кÿкĕрт кислотипе сапса "тăванла масара" пытарнă. Вĕсене никам та шыраса ан тупайтăр тесе питĕ тĕплĕн витсе хăварнă. Чăнах та, Романов патша çемйине ăçта пытарнине шуррисем питĕ вăйлă шыранă, анчах шыраса тупайман. Ун çинчен кайран кăна – 20 çул иртсен, 1938 çулта язва чирĕпе чирлесе вилес умĕн, хăй вăхăтĕнче патшапа унăн çемйине персе вĕлерес ĕçе ертсе пынă Я.М.Юровский çырса хăварнă. 1928 çулта "Уральский рабочий" хаçат редакторĕ В.Воробьев, хăй вăхăтĕнче Урал Совечĕн ĕçтăвкăмĕн президиумĕн членĕ пулнă чухне Романовсене персе вĕлермелли çинчен Постановлени йышăнма хутшăннăскер, хăйĕн аса илĕвĕсене пичетлесе кăларнă пулнă.