17 сентября 2010 г.
Викторова Кушăк ялĕнчи "Путник" лавккара кассир-сутуçă пулса ĕçленĕ. Лавкка хуçипе тунă килĕшÿ тăрăх, вăл пурлăхшăн яваплă çын шутланнă. Çак ирĕкпе усă курса-ши, вăл 2009 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа ноябрьччен шавлă та хаваслă пурнăçпа пурăнас тĕллевпе тата ĕç вырăнĕпе усă курса тавар сутса тунă укçа-тенке суя меслетпе хăйĕн кĕсйине чикнĕ. Çапла майпа вăл асăннă тапхăрта магазин хуçине 265574 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Ют укçапа вара Викторова 2008 çул пуçламăшĕнчех усă курма пуçланă. Сăлтавĕсем кашнинчех тĕрлĕрен: калăпăр, ывăлĕ валли велосипед туянмалла, мопед валли бензин илмелле, бензинпа ĕçлекен пăчкăна юсаттармалла, кредит тÿлемелле, амăшне юлашки çула ăсатмалла, хăйне валли калпак, шарф тата перчетке туянмалла, пахча сухалаттармалла, пахча хÿмине тÿрлетмелле, ывăлне тĕне кĕртнине уявламалла, Çĕрпÿри изоляторта ларакан еркĕнĕ валли апат-çимĕç туянмалла... Ку списока тата нумай тăсма пулать. Унăн вĕçĕ-хĕрри те çук тейĕн. Викторова кашнинчех 150 тенкĕрен пуçласа 8 пин ытла тенкĕ таран тăкакланă.
Хăй кĕсйине чикни çеç мар, тавар туянма пыракансене япаласене укçасăрах тыттарса янă. Кун пек меслетпе ĕçлесе вăл 129241 тенкĕ парăма кĕрсе кайнă.
Вĕренĕн вĕçĕ пур. Ултав та çиеле тухать. Викторован хура ĕçĕ ăна суд сакки çине илсе çитернĕ. Ют пурлăха çаратнăшăн, çын укçине кĕсьене чикнĕшĕн, пысăк тăкак кÿнĕшĕн унăн РФ Уголовнăй кодексĕн 160 статйипе явап тытма тивет.
И.НИКОЛАЕВА, аслă следователь.