АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕМЬЕСЕН КОНКУРСĔ ИРТНĔ

17 сентября 2010 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çамрăксем çинчен калакан хушăвне пурнăçласа тата çамрăк çемьесене пулăшас тĕллевпе кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче "2010 çулхи çамрăк çемье" республика конкурсĕ иртет.

Конкурсăн хăйне евĕрлĕхĕ мĕнре-ха; Унта саккунлă мăшăрланура тăракан, 36 çул тултарман мăшăрсем хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне тата, конкурс условийĕ тăрăх, мăшăрсенчен пĕрин е иккĕшĕн те вĕрентÿ сферинче ĕçлемелле.

Районта ирттернĕ çамрăк çемьесен конкурсне 5 ĕç тăратнă. "Чи лайăх фоторепортаж" номинацие Хучел ял тăрăхĕнчи Крыловсен тата Ямаш ял тăрăхĕнчи Мальцевсен çемйисем хутшăнчĕç. Вĕсем ăрусен çыхăнăвне сăнлакан "Ачаран ватти таран" тата "Эпир чăваш ене юрататпăр" темăсемпе фоторепортаж хатĕрленĕ.

"Атте, анне, эпĕ – сывă çемье" видеоролик" номинацире Асхва ял тăрăхĕнчи Павловсен, Николаевсен, Ямаш тăрăхĕнчи Крыловсен çемйисем тупăшрĕç. Çемьесем видеосюжетсем урлă хăйсем сывă пурнăç йĕркине еплерех тытса пынипе паллаштарчĕç. Вĕсен ĕçĕсем пысăк хака тивĕçрĕç. Çавăнпа та "2010 çулхи çамрăк çемье" республика конкурсĕнче Мальцевсен, Павловсен тата Крыловсен çемйисен район чысне хÿтĕлеме тивет.

Пысăк çитĕнÿ тума ăнăçу сунатпăр ентешсене.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика