АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "КАНАШ" СУМЛĂ ВЫРĂН ЙЫШĂНЧĔ

17 сентября 2010 г.

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта Андриян Григорьев летчик-космонавта асăнса "Советская Чувашия" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Чăваш Енри пресса фестивалĕн финалти ăмăртăвĕсем пулчĕç. Старта спорта юратакан икĕ пине яхăн çын – 300 ытла эстафета команди тухрĕ. Çак ăмăртăвăн историйĕ хăйĕн пуçламăшне иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче илет. Хула тата район хаçачĕсен парнисемшĕн мала тухнисем республикăра çĕнтерÿçĕ пулассишĕн тупăшаççĕ.

Спорт уявне хутшăнакансене, ăна йĕркелекенсене Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев, Олимп чемпионки Елена Николаева, Çамрăксен пĕрремĕш Олимп вăййисен чемпионки Екатерина Блескина саламларĕç, çĕнтерÿ тума ăнăçу сунчĕç.

"Советская Чувашия" хаçат эстафетинче Канаш тăрăхĕн спортсменĕсем пысăк çитĕнÿсем тунине палăртма кăмăллă. Канаш район администрацийĕн команди – саккăрмĕш вырăн, спортпа туслă çемьесем çиччĕмĕш вырăн, яллă районсем хушшинче – тăваттăмĕш, пĕтĕ-мĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсен ушкăнĕнче саккăрмĕш вырăн йышăнчĕç. Канаш хули пуринчен те нумай – 9 команда тăратрĕ. Вĕсем пур ушкăнра та малти тата призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Палăртма кăмăллă: республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хушшинче "Канаш" хаçат команди сумлă тăваттăмĕш вырăна йышăнчĕ. Савăнатпăр, саламлатпăр.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика