17 сентября 2010 г.
Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн уйрăм заведующийĕ Е.Дубова Янкăлч ял тăрăхĕн специалисчĕпе Г.Григорьевăпа пĕрле Пукăртан, Вăтакас Татмăш, Анаткас Татмăш, Çĕнĕ Шуртан ялĕсенчи пĕччен юлнă 10 ватă çыннăн пурнăç условийĕсене тишкернĕ. Ватăсем хăйсене пăхса тăракан çынсемпе кăмăллă пулнине палăртнă.
Çак тăрăхри пĕр социаллă ĕçченпе паллаштарар-ха вулакана. Вăл – Оксана Германовна Космакова. Махачкала хулинче çуралнăскер ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пĕчĕклех Пукăртан ялне куçса килнĕ. Канашри медицина училищинче вĕренсе медсестра специальноçне илнĕ. Оксана Германовна Татмăшри участок больницинче ĕçлет. Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Ырă чунлă хĕрарăм хăйĕн амăшне пăхма та, пĕччен пурăнакан ватта Елизавета Федоровна Федорова патĕнче тăтăш пулса ăна пулăшма та вăхăт çитерет. Ватă çынсене пăхма мĕнлерех йывăррине хăй çакна туйса, тÿссе курнă çын çеç ăнланма пултарать. Аслă ÿсĕмри çыннăн кăмăлне юрама, ăна йăпатма, лăплантарма пĕлмелле. Оксана Германовна сиплекен специалист кăна мар, ыр кăмăллăх сестри те. Вăл хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлет. Çавăнпа та больницăна сипленме пыракансем те, вăл пăхса тăракан ватăсем те, кил-йышĕ те çак çепĕç чун-чĕреллĕ хĕрарăма юратаççĕ, хисеплеççĕ. Хисепе кашниех тивĕçеймест вĕт.
"Хама пăхса тăракан Оксана Германовнăна йывăр вăхăтра пулăшма яланах хатĕрришĕн, вашаватлăхĕшĕн, кăмăлĕшĕн пысăк тав. Сывлăхлă пултăр, чун-чĕри пуянлăхĕ пурин валли те çиттĕр. Тăван хĕр пекех юрататăп ăна", – тет Елизавета Федоровна.
И.ИЛЬИНА.