15 сентября 2010 г.
"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн сывлăх сыхлав сферинчи ĕçсене пурнăçлама – фельдшерпа акушер пункчĕсенчи медперсонала, врачсене, фельдшерсене тата медсестрасене укçа-тенкĕ тÿлеме, "Ача çуратмалли сертификат" хушма программа валли – 8754,5 пин тенкĕ уйăрнă, çак суммăран 762,4 пин тенкипе усă курнă.
"Вĕрентÿ" проектăн "класс ертÿçи" хушма программăпа уйăрнă 4207,9 пин тенкĕрен 15,3 пин тенкипе усă курнă.
"Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программăпа пăхнă 7074,3 пин тенкĕрен 5980,0 пин тенкине ĕçе янă. Ял хуçалăхĕнче ĕç-пуç йĕркелесе ярас текенсем 4520 пин тенкĕ илнĕ.
Хамăр инф.