15 сентября 2010 г.
Августăн 16-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 16-мĕшĕччен республикăра "Асăрхăр: ачасем!" профилактика операцийĕ иртрĕ. Кун евĕр мероприятие эпир хамăр районта та кашни çулах йĕркелетпĕр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ М.Юнусов тата вĕрентÿ управленийĕн ĕç сыхлавĕн инженерĕ А.Максимов Хучел шкулĕнче 5-9-мĕш классенче вĕренекенсемпе интереслĕ те усăллă тĕл пулу йĕркелерĕç. Çул çинчи хăрушсăрлăх çинчен каласа кăтартрĕç, çул-йĕр правилисемпе паллаштарчĕç. Ачасем хăйсем хускатнă ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç.
Хучел тĕп шкулĕнче 1990 çултанпа çамрăк инспекторсен отрячĕ ĕçлет. Ăна Т.Степанова аслă вожатăй ертсе пырать. Отряд çамрăк инспекторсен республикăри ăмăртăвĕсенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Районти ГИБДД уйрăмĕ тата вĕрентÿ управленийĕ ача-пăча çулсем çинчи инкексенче аманассине чакарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Пирĕн ачасем çул çÿремелелли правилăсене çирĕп пĕлекен çынсем пулса çитĕнессе, чĕрĕ-сывă та телейлĕ пуласса шанас килет.
М.ЮНУСОВ, А.МАКСИМОВ.