15 сентября 2010 г.
Йăмраллă чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, шкулта ăс-тăн пухса çунатланнă, институтсемпе университетсенчен ăнăçлă вĕренсе тухнă, халĕ Раççейĕн, Чăваш Енĕн хулисемпе ялĕсенче ĕçлесе пурăнакан учительсен йышĕ пысăк. Манăн вулакана Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ, паян Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулта ачасене ОБЖ предметне вĕрентекен Владимир Иванович Константиновпа паллаштарас кăмăлăм пур.
Вăл пуян пĕлÿ пухнă, унăн ĕç опычĕ те пысăк. Владимир Кăшнаруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула лайăх паллăсемпе кăна вĕçленĕ. Шупашкарти электромеханика техникумĕнчен, Орджоникидзе хулинчи мотострелоксен аслă çар училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Офицер пулса 12 çул ытла Электросталь, Томск хулисенче службăра тăнă. Çарта пулнă юлашки çулсенче куçăмсăр майпа Чĕмпĕр хулинчи педагогика институчĕн географи факультетĕнче тепĕр професси илнĕ.
Халĕ Владимир Иванович, 23-мĕш çул ĕнтĕ, Шупашкарти шкул ачисене вĕрентет. Вăл шкул программипе кăна çырлахмасть, кашни темăна тарăннăн тишкерсе, тĕрлĕрен методика кăтартăвĕпе анлăн усă курса ăнлантарать. Унăн урокĕсенче ачасем хавхаланса ĕçлеççĕ.
Педагогăн ĕçри ÿсĕмĕ, паллах, вĕренекенсен çитĕнĕвĕнчен нумай килет. Ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшакан çакна лайăх туять. Владимир Иванович ачасемшĕн ăста педагог та, çывăх юлташ та. Вăл "Народное образование", "Международная общественная организация: культура здоровья", "Халăх шкулĕ" журналсенче хăйĕн опычĕпе паллаштарать. "Лучший учитель 2010 года" конкурса хутшăнса лауреат ятне илчĕ. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна Чăваш Республикин Патшалăх премине парса чысланă. Раççейре "Память Победы" конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, Хисеп хутне тивĕçрĕ. Педагогикăри ĕç-хĕлшĕн, çарта панă медальсем те чылай унăн.
– Иртнĕ çулта çак хисеп паллисем çумне "Ĕç ветеранĕ" удостоверени хутшăнчĕ, – тет Владимир Иванович. – Кăçал тата "Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" паллă парасси пирки сас-хура пулнăччĕ шкулта.
– Эсир пĕр вăхăт Кăшнаруй шкулĕнче те ĕçленĕччĕ вĕт-ха...
– Çапла. Шупашкар хулинчи 50-мĕш номерлĕ шкула ĕçе вырнаçиччен икĕ вĕренÿ çулне хам пĕчĕк чухне вĕреннĕ шкулта ирттертĕм. Кайран хула шкулĕнче вĕрентме тытăнтăм. Пирĕн аслă хĕрĕмĕр, Марина, ман пекех вĕрентекен, вăл Шупашкарти 64-мĕш шкулта тăрăшать. Дмитрий – коопераци институтĕнче. Кĕçĕнни, Ваня, хам ĕçлекен шкултах саккăрмĕш класра вĕренет. Вăл футболла выляма юратать. Ваня хам пекех тĕрлĕ конкурса хутшăнма кăмăллать, – тет ентешĕм.
Владимир Иванович вĕрентнĕ çĕр-çĕр çар çыннипе шкул ачи çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă. Вĕсем юратнă вĕрентекенĕпе мухтанаççĕ, ăна чĕререн тав тăваççĕ.
Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.