АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТРАКТОР ТĔРĔСЛЕРĔМĔР, ПУШАР ТА СŸНТЕРТĔМĔР

15 сентября 2010 г.

"Сормовский" совхоз арканнă хыççăн йĕркеленнĕ "Мария" общество гаражĕнче хăватлă Т-150 трактор тăрать. Кивелсе тĕссĕрленнĕскер, çĕр ĕçченĕсене ака-сухара пайтах пулăшнă ахăр.

– Мĕн, чупмасть-им; – ыйтатăп хуçалăх ертÿçинчен А.Кондратьевран.

– Юсавлă вăл. Ăна тапратма сăлтавĕ пулмарĕ. Уйра çав маркăллă çĕнĕ трактор ĕçлет, – хуравларĕ Александр Дмитриевич.

Ас тăватăп-ха, Шуркассинчи мехпарк тĕрлĕ тракторпа пуянччĕ. Халĕ вара кунта техника хатĕрĕсем самаях сахал.

– Совхоз панкрута тухрĕ те тракторсене сутса пĕтерчĕç. Юрать-ха гаража упраса хăварма май килчĕ, – терĕ А.Кондратьев.

Хуçалăхра кĕр тыррисене 200 гектар çитĕнтернĕ. Çуртрисене 320 гектар акнă. Хĕлле шартлама сивĕсене, çулла типĕ те шăрăх çанталăка пула пĕрчĕллĕ культурăсем çĕр гектара яхăн пĕтнĕ. "Тыр-пул тухăçĕ муллăх пулмарĕ кăçал", – теççĕ механизаторсем пăшăрханса. Килес çул туллирех пучахлă тырă çитĕнтерес тĕллевпе вĕсем кĕрхи сухара тăрăшса тимленĕ.

Паллă ĕнтĕ, Раççейри Ял хуçалăх министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн çулсем çинче техника хатĕрĕсене хăрушлăхсăр çÿретессишĕн çулсерен августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен çĕршывра "Трактор" уйăхлăх иртет. Патшалăх техника сыхлавĕн Канаш хулинчи тата районĕнчи тĕп инспекторĕ А.Петров тракторсен юсавлăхне тĕплĕн тĕрĕслет. Çав рейдсене вăл "Канаш ен" хаçат корреспонденчĕсене те явăçтарать. Çакă вара тĕрĕслев витĕмлĕхне тата уççăнлăхне ÿстерет.

Кун каçипе Анатолий Дмитриевич вуншар тракторпа техника хатĕрĕсене тĕплĕ те тиркевлĕ тĕпчев витĕр кăларать. "Мария" обществăра вăл пысăк çитменлĕхсем тупмарĕ. "Хуçалăхсенче пĕрешкел кăлтăксем асăрхатăп: трактор техтĕрĕслев тухман, сигнал системипе блокировка ĕçлемеççĕ, час-часах механизаторсен çумра удостоверени çук, – пĕлтерет А.Петров. – Паллах, çакă самаях шухăшлаттарть. Юсавсăр техника çине ларатăн – хăвăн сывлăхна, тепĕр чухне пурнăçа хăрушлăх умне тăрататăн".

Госинспектор пĕлтернĕ тăрăх, техтĕрĕслев тухмалли, техникăна регистрацилемелли графика ытларах чухне уйрăм трактор хуçисем пăсаççĕ. Çавăнпа Канашри инспекци пуçлăхĕ А.Петров кăçалхи тĕрĕслев вăхăтĕнче уйрăм çын хуçалăхĕнчи тракторсемпе прицепсене тĕрĕслессипе нумай тимлерĕ.

"Уйăхлăх кăтартăвĕсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕсенче пăхса тухатпăр, – тет вăл. – Пĕрре мар çакна асăрханă: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă ĕçлени пирĕн служба эффективлăхне ÿстерет".

... Тырăран пушаннă йĕтемре "Пинер" хуçалăх механизаторĕсемпе калаçатпăр. Вĕсем уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлени çинчен пĕлтерчĕç. Çил кассипе сасартăк тĕтĕмпе ĕнĕк шăрши варкăшса килчĕ. Юнашар иртекен асфальт çул тепĕр енче электролини пралукĕсем чÿхенсе сĕртĕнеççĕ те, çĕре хĕлхем сирпĕнет. Вĕри чĕлхеллĕ çулăм çул хĕрринчи типĕ курăка хыпса илчĕ те, вун икĕ пуçлă аçтаха евĕр, тавралла хăвăрт сарăлчĕ. Ăна кам мĕнле пултарнă, çапла сÿнтеретпĕр: алă айне лекнĕ патакпа çапатпăр, урапа таптатпăр. Анатолий Дмитриевич пушара хирĕç кĕрешекен службăна шăнкăравларĕ. Пушар машини киличчен çулăма сарăлса кайма памарăмăр. Дмитрий Руссков водитель-боец питĕ çаврăнăçуллă пулчĕ, темиçе минутранах машинăпа çитсе те тăчĕ, тĕтĕмпе йăсăрланакан курăк тĕмескисене шывпа сирпĕтсе йăлтах сÿнтерчĕ.

Çуллахи шăрăхра вăрмансем тĕрлĕ çĕрте нумай çунни, ялсем пушарта кĕлленни çинчен телевизорпа та тăтăшах кăтартрĕç кăçал, хаçатсенче те нумай çырчĕç. "Хĕрлĕ автан" алхасăвне хамăн та курма тÿр килчĕ вĕт. Самаях сехрене хăпартрĕ вăл.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика