АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНАШСЕМ МАЛАШЛĂХА ШАНĂÇПА ПĂХАÇÇĔ

15 сентября 2010 г.

Шупашкарти А.Николаев космонавт урамĕнчи тата Канаш хулинчи ял хуçалăх таварĕсем сутакан пасарсенче темĕнле пĕр пеклĕх пур пек: çăкăр-булка, çăнăх, сахăр, тĕрлĕ кĕрпе, куллен кирлĕ ытти апат-çимĕçпе пĕрлех çĕр улми, сухан, купăста, ыхра, помидор, хăяр (пурне те асăнмăп) хакĕсем капашсăр ÿссе кайнипе пĕрлех иккĕшĕнче те тасамарлăх хуçаланать. Сутуçăсен чылайăшĕн тавар пахалăхне палăртакан сертификатсем, ветеринари службин справкисем, сутма ирĕк паракан хутсем тупăнмарĕç. Теприсем Президентăн тÿрĕ ыйтăвĕсене те хуравлаймарĕç. Канашсен кăмăла кайман тепĕр пĕчĕк "уйрăмлăх" тупăнчĕ: кунта пахча çимĕç, аш-какай тата ытти тавар шĕкĕр хуламăртинчен 6-8 тенкĕ хаклăрах. Хула тулашĕнче вырнаçнă пахча çимĕç пасарне çитиччен кĕçех çĕнĕ маршрут уçăлĕ. Хальлĕхе çынсем унта çуранах танккаççĕ. Пенсионерсемпе ватă çынсемшĕн çак "дистанцие" çĕнтерме уйрăмах йывăррине шута илнĕ. Сĕнÿсемпе асăрхаттарусене пасарсен директорĕсем çак кунсенчех пĕтерме шантарчĕç.

Унтан Чăваш Ен Президенчĕн Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ çул çÿревĕ "Чăвашавто-транс" патшалăх унитари предприятийĕн Канашри филиалĕнче тăсăлчĕ. Автотранспортниксем пурнăç таппине туйса ĕçлени алăк урати урлă каçсанах туйăнчĕ: тавралăх – таса, тирпейлĕ. Ĕçе йĕркелесе ертсе пырассинче те çĕнĕлĕх нумай. Канашри ПАТП директорĕ Р.Мясников чи малтан республикăри информаци тытăмĕпе (ГЛОНАСС) электрон тÿлев системине мĕнле пурнăçа кĕртнипе паллаштарчĕ. Родион Алексеевич палăртнă тăрăх ГЛОНАСС тытăмĕнче ĕçлени çунтармалли-сĕрмелли материалсене сахалрах тăкаклама май парать. Сăмахран, иртнĕ çул кăна топливăна 1 млн ытла тенкĕлĕх перекетленĕ. Çавăн пекех рейса тухнă водитель çав самантра ăçта пулни куç умĕнче, е тĕрĕсрех – монитор çинче. Кирлех тĕк унпа çыхăнса калаçма, автобус çĕмĕрĕлсен унта тÿрех юсав ушкăнне яма, ытти ыйтăва татса пама пулать.

Пассажирсем турттаракан предприяти тытăмĕнче тăхăр филиал. Кашни кунах автобуссем 472 маршрутпа çула тухаççĕ, çынсене республикăри кашни района вăхăтра çитерме тăрăшаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 17 млн та 540 пин пассажира турттарнă. Коллективри 2194 ĕçчен, вĕсенчен 945-шĕ – автобус водителĕсем, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать.

Михаил Игнатьев Президент рейсри автобуса чарса электрон тÿлевĕн тытăмне тĕрĕслерĕ. Унăн ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ. Çак тытăм республикăри пур районпа хулара та пулмаллине палăртрĕ.

– Канашри ПАТП – "Чăваш-автотранс" предприятин филиалĕ. Унăн автобусĕсем республикăри тăхăр района, ытларах – кăнтăр енчисене, 83 маршрутпа çÿреççĕ, – канашсен ĕçне ырламасăр чăтаймарĕ тĕп предприятин генеральнăй директорĕ А.Федоров. Александр Станиславович космос мониторингне тĕпе хурса "Чăвашавтотранс" ПУПра икĕ çул каялла диспетчер ĕçне инноваци тытăмне куçарни çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм транспорта 100 проценчĕпех спутник навигацийĕн ГЛОНАССŸGPS автоматикипе тивĕçтернĕ, 300 маршрута ун урлă тĕп диспетчерпа çыхăнтарнă. Уйрăм çынсен (предпринимательсен) автобусĕсем çинче те ăна вырнаçтарма 99 килĕшÿ тунă. Шкул автобусĕсем те халĕ çак тытăмлă.

Пĕлтĕр общество транспорчĕпе усă куракансем çĕнĕлĕхе алла илнĕ: вĕсем текех касса умĕнче черетре тăрса вăхăта сая ямаççĕ.

Сăнав билет туянмасăр автобуссемпе çÿреме пысăк мел пулнине кăтартса панă. Ку пачах та тÿлевсĕр çÿреме пулать тенине пĕлтермест. Пĕлтĕр 2 пин çынна çăмăллăхлă транспорт карттине, пине яхăн технологи карттине сутнă. Унсăр пуçне пассажирсенчен чылайăшĕ "электрон енчĕкĕ" текен транспорт, 50-шĕ банк карттине туяннă. Пассажир хăй ăçта çитмеллине тата çÿл çÿрев мĕн хак тăнине палăртса асăннă карттăна терминал витĕр кăларать. Кун хыççăн картта çинче мĕн чухлĕ укçа юлнине пĕлетĕн, куçа курăнман "билетлă" пулса тăратăн. Тĕрĕслевçĕсем пассажир "билет" туяннипе туянманнине кĕсьене чиксе çÿремелли терминалĕпе тĕрĕслесе тÿрех палăртаççĕ. "Терминал", "картта" сăмахсем, тен, ял çыннине шиклентереççĕ те пулĕ, анчах ĕçре ку мелпе усă курма питĕ ансат.

Михаил Игнатьев Президент унтан Канаш хулинчи кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнче пурăнмалли çурт-йĕре хĕле мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Юсаса çĕнетнĕ котельнăйĕнче халĕ пĕтĕмпех автоматика ĕçлеттерекен хурансем вырнаçтарнă, ăшă е сивĕ виçине датчиксем сăнаса тăраççĕ. Хĕллехи сивĕ кунсенче хулари ытти микрорайонта пурăнакансене çакăн евĕрлĕ тепĕр 5 котельнăй ăшăпа тивĕçтерĕ. "Теплоэнерго" муниципалитет предприятийĕн тĕп инженерĕ А.Зайцев каланă тăрăх, ку енĕпе кăçалхи хĕл пăтăрмахсăр иртмелле.

Машинăсем тăвакансен урамĕнче пурăнакансем Михаил Васильевича килти счетчиксен кăтартăвĕпе мар, пĕтĕм çуртри счетчик кăтартăвĕпе тÿлеттернишĕн, подъездсенчи çунса кайнă лампочкăсене хăйсен шучĕпе улăштарса тăнипе, 13-мĕш ача сачĕн заведующийĕ унта çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшне вырăн хатĕрĕсем, краватьсем туянтарнипе кăмăлсăрланнине пĕлтерчĕç. Михаил Васильевич хулара пурăнакансене çурт хушшисене чечек клумбисемпе илемлетме, йывăç-тĕм лартма сĕнчĕ.

"Промтрактор-Вакун" завод – çĕнĕ предприяти. Хальтерех хута кайнă, кĕске вăхăтрах хăйсен отраслĕнче ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ. Унăн ĕç тăвакан директорĕ И.В.Гиске производство хăватлăхне ÿстерсе пыни, çитес çул çулталăкра 6 пин вакун кăларма пуçласси çинчен каласа кăтартрĕ.

Каярахпа Президент Канаш хула администрацийĕнче хула тата район активĕпе тĕл пулчĕ. Канашлура хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, кĕрхи ĕççи мĕнле пыни, тавар хакĕсем, муниципалитет саккасĕсене пурнăçлама хула-район бюджетĕнчен уйăракан укçана тăкакласа усă курни çинчен калаçрĕç, хула пурнăçĕпе çыхăннă ытти çивĕч ыйтăва хускатрĕç.

М.В.Игнатьев Президент канашсене малашнехи ĕç-хĕлре тата тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах пулма ырă сунчĕ. Вĕсем сăмаха çĕре ÿкермессине çирĕплетме хулапа район та республикăри экономика ăмăртăвĕнче яланах (саккăрмĕш çул ĕнтĕ!) малти вырăнсене йышăнни те шанчăк кÿрет.

Ю.СТЕПАНОВ.

х х х

Республика пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкара таврăннă май Киров ячĕллĕ ЯХПКна кĕчĕ, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Палăртмалла, ку хуçалăх ыттисемпе танлаштарсан, экономика кăтартăвĕсене çулран-çул лайăхлатса пырать. 200 гектар лаптăк çинче кĕрхи культурăсене акса пĕтернĕ, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ кашни çул хушăнса пырать. Сĕт сутса хуçалăх кассине кунсерен 100 пин тенкĕ укçа кĕрет. Хуçалăх ертÿçи Николай Андреев палăртнă тăрăх, шăрăх та типĕ çанталăка пула пĕтнĕ тыр-пул тăкакне саплаштарма паракан патшалăх пулăшăвĕ кăçал питех те вырăнлă пулчĕ. Хуçалăхра йывăрлăхсем те пур: механизаторсем, дояркăсем, электрогазосварщиксем çитмеççĕ. Чăваш Ен Президенчĕ ку ыйтăва республика Правительстви тимлĕхре тытни, çывăх вăхăтра кадрсен проблемисене татса памалли майсем сĕнесси çинчен каларĕ. Михаил Васильевич хуçалăх ĕçне пысăк хак пачĕ, ял ĕçченĕсене çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнăçу сунчĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика