АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СТАТИСТИКА ОТЛИЧНИКĔ

10 сентября 2010 г.

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Енри патшалăх статистика органĕсем хăйсен 90 çулхи юбилейне уявларĕç. Аталану çулĕпе малалла çирĕппĕн утăмласа вĕсем çамрăк республикăпа пĕрле йĕркеленнĕ.

Çиелтен пăхсан кăна статистика кичем наука евĕр туйăнать. Пухса пĕтĕмлетнĕ цифрăсем вара пире республикăра миçе промышленность предприятийĕ ĕçленине, уй-хир ĕçченĕсем мĕнле тухăç пухса илнине, кашни çынна апат-çимĕç шайĕ мĕн чухлĕ тивнине тĕрĕс пĕлме пулăшаççĕ. Шутлав çĕршер виçепе иртет, çавăнпа çĕршыв статистика кăтартăвĕсемсĕр экономикăна аталантараймасть.

Чăвашстат йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă пухура Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев статистикăра тимлекен çынсен ĕç-хĕлне пысăка хурса хакларĕ, вĕсене тĕрлĕ наградăпа чысларĕ. Акă, Чăвашстатăн Канаш хулипе районĕнчи тĕп эксперт специалист-не Галина Алексеевăна республика ертÿçи кăкăр çине çакса çÿремелли "Статистика отличникĕ" хисеплĕ знак пачĕ. Çак палла вăл патшалăх статистикин федераци службин ертÿçи А.Е.Суринов хушăвĕпе тивĕçнĕ.

Галина Витальевна патшалăх статистика тытăмĕнче 1972 çултанпа вăй хурать. Çав çулхине, çурла уйăхĕнче, харсăр хĕр Канаш хулинчи шутлав станцине ЭВМ операторĕ пулса ĕçе вырнаçнă. Çулталăкран ăна, тăрăшулăхĕпе пĕлÿлĕхне кура, экономиста куçарнă. 1988 çулта вара хулари статистика пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулма шанаççĕ. Çак яваплă ĕçре вунă çул тимленĕ хыççăн Галина Алексеева Канаш хулинчи статистика пайĕн коллективне ертсе пыма пуçлать. 2005 çултанпа вăл - Чăваш Енри статистика пайĕн тĕп эксперт специалистчĕ. 1997 çулта ăна " Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ" хисеплĕ ят панă.

Ĕçри тăрăшулăхшăн Галина Алексеева Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Çав шутра - 2002 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне тата 2006 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерме хастар хутшăннăшăн панă медальсем.

Тĕрленчĕкĕм пĕчĕк пулсан та цифрăсем нумай пулчĕç унта. Урăхла мĕнле пултăр-ха, статистикăна цифрăсен тĕнчипе танлаштаратпăр вĕт! Çак кăткăс та яваплă ĕçре Галина Витальевнăна малашне те ÿсĕмлĕн ĕçлеме ăнăçу сунатпăр.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика