АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НИНА СУСЛОНОВА – ПРЕМЬЕР, НИКОЛАЙ ФЕДОРОВ – СЕНАТОР

10 сентября 2010 г.

Республика парламенчĕн çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче уçăлнă сессийĕнче депутатсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă.

Чăваш Ен Президенчĕ республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне йышăнма Н.Суслонова кандидатурине сĕннĕ. Çак утăма сăлтавланă май Михаил Игнатьев Нина Владимировна премьер должноçĕнче маларах 5 уйăх ĕçлени çинчен пĕлтернĕ. Çапла вара ку ĕçре хăйне кăтартма ĕлкĕрнĕ темелле. Михаил Васильевич шухăшĕпе, ăнăçусем пур, вăл федераци министерствисемпе çыхăну йĕркелеме пултарнă, çакă республикăна инвестицисем илсе килмешкĕн пулăшĕ. "Эсир республикăна аталантарма, Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç пахалăхне çĕклеме тĕрĕс йышăну тăвасса шанатăп!" – тенĕ М.Игнатьев.

Паллах, Нина Владимировнăна хăйне те сăмах панă. Вăл маларах палăртнă плансене пĕрле пурнăçлас шухăшли çинчен каланă. 2010 çул ансат марри çинче те чарăнса тăнă: шăрăх та типĕ çанталăк нумай чăрмав кăларса тăратрĕ. Çавна май Правительствăн центртан хушма пулăшу илес тĕллевпе нумай ĕçлеме тивнĕ, тивĕ. Пушарсен сиенне пĕтерме 300 млн, тыр-пул пĕтнипе çыхăннă сиене саплаштарма 700 млн тенкĕ ытла илме пултарни – чăннипех ăнăçу. Н.Суслонова çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕре юсас, çынсене кивĕ çуртсенчен куçарас енĕпе, ветерансене хваттерсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕç туни çинче чарăнса тăнă.

Н.Суслонова кандидатуришĕн сасăламалли вăхăт çитнĕ. 37-ĕн – майлă, 5-ĕн – хирĕç, 2 депутат тытăнса тăнă. Михаил Михайловский спикер Нина Владимировнăна "тивĕçсене пурнăçлаканран" Правительство пуçлăхĕ пулса тăнă ятпа саламласа пысăк та илемлĕ чечек çыххи парнеленĕ.

Николай Федоров Президент должноçĕнчен кайнă хыççăн ăçта ĕçлĕ текен ыйту нумай çынна темиçе уйăх кăсăклантарчĕ – сессире хурав уçăмланчĕ. М.Игнатьев Президент ăна республикăн ĕç тăвакан влаç органĕнчен РФ Федераци Канашĕн членĕ пулма сĕннĕ – указ кăларнă. Йĕрки çапла: парламент килĕшĕвĕ те кирлĕ. Николай Васильевич Чăваш Енĕн унчченхи представителĕн В.Слуцкерăн вырăнне йышăнать. Çакăн пирки пĕлтернĕ май М.Игнатьев Н.Федорова патшалăх органĕсенче нумай çул ĕçлени, федераци шайĕнче унăн çыхăнусем çирĕппи çинчен каланă, ун шухăшĕпе, "çак капиталпа усă курмаллах. В.Слуцкер полномочийĕсем вĕçленчĕç, эпĕ нумай вăйлăрах кандидатура сĕнтĕм".

Депутатсем Николай Васильевича хăйне те итленĕ: "Манăн Мускавра ĕçлесе пухнă опыт, пĕлÿ, çĕршыв ертÿçисемпе, çав шутра Президентпа, Правительство пуçлăхĕпе, федераци министрĕсемпе йĕркеленĕ ырă хутшăнусем çак ĕçре пулăшĕç. Вĕсем мана, сире, манăн пултарулăха пĕлеççĕ. Çакăнпа пĕтĕмпех эсир усă курма пултаратăр".

Н.Федоров сенатор пулассипе 38 депутат килĕшнĕ – парламент ăна Федераци Канашĕнче Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлеме мандат панă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика