АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРЕЗИДЕНТ КĔР АКИПЕ ХАКСЕН ЫЙТĂВĔСЕНЕ КУÇРАН ВĔÇЕРТМЕСТ

10 сентября 2010 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев кĕрхи культурăсене акассине йĕркелес ыйтупа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе видеоконференци ирттернĕ.

Республика пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, мĕн пур харпăрлăхри хуçалăха, типĕ те шăрăх çанталăка пула сиен тÿснĕскерсене, патшалăх тивĕçлĕ пулăшу кÿрĕ, виçĕ кун хушшинче 302,8 млн тенкĕ уйăрĕ. Президент аграрисем валли субсидисене планпа килĕшÿллĕн уйăрни çинчен пайăррăн каланă, 853 млн тенкĕ панă та ĕнтĕ, ку ĕç малалла пырать. Калчасене страхланисене çăмăлрах пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем патшалăх пулăшăвне ытларах илĕç.

М.Игнатьев мăйракаллă шултра выльăх шучĕ кăштах чакнине палăртнă май çамрăк выльăха упраса хăварма 250 млн тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтернĕ. "Эпир сирĕнпе пĕрле мăйракаллă шултра выльăхăн кашни пуçĕшĕн яваплă. Лару-тăрăва куллен сăнаса тăмалла. Выльăх шутне тата ĕç вырăнĕсене чакарса ялта социаллă çивĕчлĕх çуратма юрамасть", – тенĕ Михаил Васильевич. Çавăнпа пĕрлех Патшалăх ветеринари службин подразделенийĕсем районсен администрацийĕсен ирĕкĕпе кăна выльăх пусма справка пама пултарнине аса илтернĕ.

Президент кредитсене татмалли вăхăта тăсмашкăн республикăри банксене 130 заявка пани çинчен пĕлтернĕ, вĕсенчен 46 килĕшÿпе тÿлевсене каярах куçарнă. М.Игнатьев районсен пуçлăхĕсен тата ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисен умне чи малтан пурнăçламалли тĕллевсем лартнă: çывăх вăхăтрах кĕрхи культурăсене акассине вĕçлемелле, выльăх апачĕ хатĕрлессине, кÿрсе килессине малалла тăсмалла, хими им-çамĕпе удобрени саппасĕсене хатĕрлемелле.

Районсен пуçлăхĕсемпе çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă май Президент Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, хушма хуçалăх тытса тăраканскерсене, выльăх апачĕ, утă-улăм хатĕрлес енĕпе кÿрекен пулăшупа кăсăкланнă.

М.Игнатьев республикăри хуласемпе районсенчи суту-илÿ лавккисенчи хаксен йĕркелĕвĕн, муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассин тухăçлăхĕн темине тепĕр хут çĕкленĕ. Лару-тăрăва йĕркелеме, тавар туянакансен интересĕсене тĕпе хурса лавккасенчи хаксене йĕркелес ыйтусемпе çийĕнчех мерăсем йышăннă пуçлăхсене палăртнă. Сăмахран, Муркаш тата Çĕрпÿ районĕсен пуçлăхĕсене тав тунă. Республика пуçлăхĕн шучĕпе, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене ÿстерсе яни вырăнсăр: "Кунта тупăш тума, спекуляцие çул пама юрамасть". Унсăр пуçне М.Игнатьев пуçлăхсене республикăри суту-илÿ вырăнĕсенче потребительсен прависене пăсни пирки аса илтернĕ. Тĕслĕхрен, чылай çĕрте сутакан продукци сертификачĕсем çук. Çавна май пуçлăхсен, яваплă ĕçченсен лару-тăрăва хăйсен тĕрĕс-лесе тăмалла. Çурла уйăхĕнче хăй республикăри районсенче пулнине аса илтернĕ май Президент муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассине тухăçсăр йĕркеленĕ организацисем тĕлĕшпе янăранă асăрхаттарусене шута илмелли, тăкаксене саплаштарса çывăх вăхăтра бюджета укçа хывмалли çинчен каланă. Вăл палăртнă тăрăх, паянхи кун тĕлне муниципалитетсен пĕр ертÿçи те ку ыйтăва татса памалли çул-йĕр сĕнмен-ха. Видеоконференцире республика пуçлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тата çивĕч çак тема çинче тепĕр хут пусăм тунă, лару-тăрăва сăнаса тăрасси пирки асăрхаттарнă.

Тирпейлекен апат-çимĕç промышленноçне аталантарассине вăйлатас ыйтусем те, Президент шучĕпе, влаç органĕсен тата предприятисен ертÿçисен енчен тимлĕх ыйтаççĕ. Кам малалла ÿсмеллине ăнланать – вĕсене пулăшу пулĕ. Тирпейлекен промышленноçа çĕнетме илекен укçан процент виçисене патшалăх субсидилесе саплаштарĕ.

Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов 2010 çулхи ака ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Кĕрхи тĕш тырă культурисене 120 пин гектар акса хăварма палăртнă. Паянхи кун тĕлне 67,9 пин гектар акнă. Малта пыракансен шутĕнче – Элĕк, Вăрнар тата Етĕрне районĕсем, унта планпа пăхнă лаптăксен 70 ытла процентне акнă. Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенче ака ĕçĕсен хăвăртлăхĕ пĕчĕк-рех. Пĕтĕмпе 26,4 пин тонна вăрлăх кирлĕ, пурри – кĕрхи тĕш тырă культурисен 22,9 пин тонна вăрлăхĕ. Куславкка, Красноармейски, Çĕмĕрле районĕсенче кĕрхи культурăсен вăрлăхĕ кирлин 50 процентĕнчен те каярах.

"Çивĕч ыйтусене татса памашкăн çĕнĕ çул-йĕр шырамалла. Хуçасăрлăха, явапсăрлăха типĕ те шăрăх çанталăкпа тÿрре кăларма юрамасть", – тенĕ М.Игнатьев. Хуçалăхсене паха вăрлăх туяннин пĕлтерĕшне ăнлантарма хушнă, тĕрĕслемен вăрлăхпа ĕçлекенсене лару-тăрăва хăй тĕрĕслесе тăрасси пирки каланă.

"Россельхозцентр" ФПУн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертÿçи Николай Якимов кĕрхи тата çурхи культурăсен вăрлăхне хатĕрлени, унăн пахалăхĕ пирки каласа панă. Предприяти 22,4 пин тонна вăрлăха тĕрĕсленĕ, çав шутра кондицилли – 15 пин тонна. Республикăри хуçалăхсенче кĕрхи культурăсен сутмалли 280 тонна вăрлăхĕ юлнă.

Президент хăш-пĕр районта акана удобренисемсĕр йĕркеленине, калчасене апатлантармаллине палăртнă. Кĕр аки валли минерал удобренийĕсен 3,9 пин тонна хăватлă хутăшĕ кирлĕ. Паянлăха 1,34 пин тонна пур, çакă кирлин 33,9 проценчĕ кăна. Элĕк, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче удобрени туянас ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелемен. Асăннă районсенче минерал удобренийĕсем кирлин 20 проценчĕ çеç. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май М.Игнатьев Президент авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене акса хăварни çинчен отчет кĕтни пирки асăрхаттарнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тата пĕчĕк хуçалăхсене выльăх апачĕпе тивĕçтерес ыйтусемпе çавнашкал отчет юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмалла, чÿк уйăхĕнчен çурхи культурăсене акма вăрлăх туянни çинчен информаци памалла.

Д.АНТОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика