08 сентября 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн спортпа туслă ĕçченĕсем Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексне пухăннă. Мĕн тума-ши; Вĕсемпе пĕрле управленин ертÿçи Р.Кондратьева та пулнă. Часах вĕсен çумне районти волейболистсен командин членĕсем хушăннă.
Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Пенси фон-чĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ О.Петрова саламларĕç, ăнăçу сун-чĕç.
Судья шăхличне шăхăртсан волейбол площадкинче хĕрÿ тупăшу пуçланчĕ. Район спортсменĕсем ăстарах та вăйлăрах пулни палăрчĕ. Тĕл пулу вĕсен çĕнтерĕвĕпе вĕçленчĕ. Паллах, ку тĕл пулу юлашки мар, малашне те пулĕç вĕсем.
А.ВИТАЛЬЕВ.