АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШЫРАСА ТУПНĂ

08 сентября 2010 г.

Август уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин следстви управленийĕн Канаш хулипе районĕнчи пайне Аслă Мами ялĕнче пурăнакан 24 çулти çамрăк арçын хыпарсăр çухални çинчен хыпар килнĕччĕ. Паллаканĕсем ăна юлашки хут августăн 8-мĕшĕнче ирхине курнă. Çак фактпа уголовнăй ĕç пуçартăмăр.

Оперативлă шырав мероприятийĕсене тĕрĕс йĕркелени преступление кĕске вăхăтра уçса пама пулăшрĕ. Аслă Мами çынни мĕнле майпа çухални те уçăмланчĕ.

Следстви палăртнă тăрăх, кăçалхи августăн 8-мĕшĕнче каçхине Мами йĕкĕчĕпе Канаш хулинче пурăнакан 29 çулти арçын иккĕшĕ пĕрле эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те яла килнĕ. Унта арçынсем тем пайлайман, хирĕçсе кайнă. Ял ачин хула çынни умĕнче парăм пулнă пулас, çавăншăн ăна аслăрах ÿсĕмри вăйлă хĕнесе пĕтернĕ. Йывăр аманнă каччă инкек пулнă вырăнтах вилсе кайнă.

Тискер ĕçĕн йĕрĕсене пытарас тĕллевпе Канаш арçынни Аслă Мами çамрăкĕн виллине автомобиль çине хурса вăрмана илсе кайса çĕр айне чавса чикнĕ. Вилене августăн 28-мĕшĕнче милицин шырав йытти пулăшнипе тупнă.

И.ГИННЕТУЛЛИН, аслă следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика