АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЙРА ХУÇАСĂР МАШИНА ЛАРНĂ

08 сентября 2010 г.

Çурла уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче Чулкăмака ялĕн пĕр урамĕнче Кипеч чукун çул станцийĕн казарминче пурăнакан арçын виллине тупнă. Часах вăл кам пулнине те палăртнă. Унăн кăкăрне тата хырăмне пуклак япалапа хытах амантнă. Оперативлă шырав мероприятийĕ ирттерсен преступленине уçса пама май килнĕ. Эрех ĕçсе ÿсĕрĕлсен çакскер 39 çулти арçынпа хирĕçсе кайнă. Алă-урапа хăрушла çапса-тапса пĕтернине арçын чĕри чăтайман. Хĕнекене тытнă, следстви пырать.

Анат Сурăм ялĕнче ĕмĕрне ирттерекен 37 çулти арçын çав кун капашсăр выçăхса çитнĕ-ши; Çакскер 45 çулти хĕрарăмăн çуртне йăпшăнса кĕнĕ те çимелли мĕн пуррине йăлтах йăкăртса тухнă. Вăрман Енĕш ялĕнчи 51 çулти хĕрарăмăн кĕтÿрен икĕ сурăхĕпе тăватă путекĕ таврăнман. Шырани кăлăхах пулнă. Хуйха ÿкнĕ хĕрарăм хăйĕн инкекĕ çинчен милицине евитленĕ. Шырав ĕçĕсем пуçланнă.

Ирхине пиллĕк çитеспе пакунлисем Çеçпĕл ялĕнче çамрăк арçынна тытса чарнă. Вăл хăйĕнпе пурăнакан хĕрарăма çĕçĕпе мăйне тата кăкăрне амантнă. Хĕрарăма больницăра медицина пулăшăвĕ панă. Янкăлчра 73 çулти мучине кĕрĕвĕ хĕнесе пĕтернĕ. Шăхасанта çирĕм çиччĕри хĕрарăм 72-ри старике пуçĕнчен мăлатукпа кÿплеттернĕ. Кивĕ Шелттемре 33-ри арçын шкулта вĕренекен тăван мар ывăлне кÿпкенĕ. Çак фактсемпе уголовнăй ĕç пуçарма шутлаççĕ.

Атнашра икĕ хĕрарăм вăрçса кайнă. Пĕр-пĕрне мĕн кăна каласа хăртман пуль вĕсем. Çамрăкраххи ваттин пуçĕ тăрăх пĕр витре сивĕ шыв янă. Тинех лăпланнă лешĕ. Сапакана пушар сÿнтернĕнех туйăннă пулас.

Чакаç ялĕ çывăхĕнче иномарка ÿплешсе ларнă. 24 çулти водитель тата 28-ти пассажир хытах аманнă. Иккĕшне те больницăна леçнĕ.

Малтикас ялĕнчен телефонпа уйра кăвак тĕслĕ хуçасăр УАЗ (санитарка) ларни çинчен пĕлтернĕ. Пакунлисем унăн хуçине, Шупашкарта пурăнакан вăтăрти арçынна, шыраса тупнă. Унăн машинине вăрласа кайнă иккен. Материала тĕп хулана ярса панă.

Юмансарта пурăнакан аллăри хĕрарăм хăйĕн пахчине упăшки пулнă арçын иленни çичен ÿпкелешсе пĕлтернĕ. Лешĕ унăн çĕр улмине ыйтмасăр-тумасăр кашни кунах апат тумалăх кăларса каять иккен. Çав арçын ямăтти пыра ларать тенине пĕлмест-шим;

Кармами выççăлккинче упăшкипе арăмĕ тем пайлайман ĕнтĕ. Кÿреннĕ хĕрарăм мăшăрне вилессипе хăратма шутланă – колорадо нăррине вĕлермелли эмеле тытнă та ĕçнĕ. Çийĕнчех больницăна илсе кайнипе çеç вăл вилĕм аллинчен хăтăлма пултарнă. Сухайкассинчи хĕрарăм, çĕр çинче çур ĕмĕре яхăн пурăнаканскер, пурнăçран уйрăлас тĕллевпе харăсах ултă таблетка кардамин ĕçнĕ. Ăна та больницăна вăхăтра илсе çитернĕ. Малтикас хĕрĕ вун саккăрта кăна-ха. Мĕн çитмен-ши ăна пурнăçра; Вăл хăйĕн организмне изониазид ĕçсе наркăмăшланă. Уçырмари 22 çулти хĕр те куçĕсене яланлăхах хупас, çĕр айĕнчи тĕнчене каяс тесе тĕрлĕ препарат ĕçнĕ. Врачсем çак çамрăксен пурнăçне çăлса хăварнă. Тăрăнти хĕрарăм çамрăк мар ĕнтĕ: кăçал 54 çул тултарнă. Пурăнса йăлăхнă-ши çакскер – вилес шутпа колорадо нăррине пĕтермелли им-çама персе хыпнă. Медиксем вилме паман. Кирек мĕнле пулсан та ху çине алă хумалла мар. Йывăрлăха çĕнтерме пулатех. Пурнăç интереслĕ, пурăнма вара тата та интереслĕрех.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика