08 сентября 2010 г.
Вăтапуç вăтам шкулĕнче вĕрентÿпе воспитани ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртекен, ачасене тарăн пĕлÿ паракан, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупма, йывăрлăхсене çĕнтерсе умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшакан вĕрентекенсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Тамара Федоровна Абрамова.
Тамара Федоровна Вăтапуç шкулĕнче 1985 çултанпа ĕçлет. Кăçал вăл 25-мĕш вĕрентÿ çулне пуçларĕ.
– Мана, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк специалиста, çак шкула ĕçлеме ячĕç. Унтанпа 25 çул хăш вăхăтра иртсе кайнине сиссе те юлаймарăм. Çак тапхăрта виçĕ хутчен ертÿçĕ пулса классем вĕрентсе кăлартăм. Халĕ манăн ачасем – тăххăрмĕшсем. Ĕçĕ сахал мар, кашни ачан шухăш-кăмăлне, килти лару-тăрăвне пĕлмелле, асра юлмалли тĕрлĕ экскурсипе уявсем хатĕрлесе çутă тĕллевсене пурнăçа кĕртмелле.
Халĕ манăн класс шкулта чи пысăккисенчен пĕри. Пирĕн коллектив лайăх, ĕçре ÿсĕмсем тума май пур. 24 вĕрентекен икçĕр ытла ачана тарăн пĕлÿ пама тăрăшать. Ĕçлеме килсенех шкул çурчĕ кивĕччĕ, вĕренекенсем нумаййăнччĕ. "Эпир чăвашла пĕлместпĕр, эпир чăвашла вĕренмен", – текен ачасем чылаййăнччĕ. Халĕ вырăс ачисем те чăваш ачисем пекех тăван чĕлхене юратса вĕренеççĕ, – тет Тамара Федоровна.
Т.Абрамова Çĕрпÿ районĕнчи Мăнçут ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăватă пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Ашшĕ, Федор Васильевич Васильев, хĕрĕх çул ытла "Цивильский" колхозра трактористра ĕçленĕ, амăшĕ, Зоя Игнатьевна, çав хуçалăхри уй-хир бригадинче вăй хунă. Тăван ялта шкул пулманран Вăрманкас Пайкилтри пуçламăш, Кĕсерпуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли, Йĕкĕрварти вăтам шкулсенче вĕреннĕ.
– Эпĕ "Пионер сасси" хаçатпа "Хатĕр пул" журналăн лауреачĕ те пулнă. Хаçат редакцийĕ мана фотоаппарат парса хавхалантарнăччĕ. Университетра вĕреннĕ çулсенче халăх сăмахлăхне пухма тĕрлĕ яла экспедицисене çÿренĕ. Аçтăрхан тăрăхне помидор пуçтарма темиçе те кайнă, пионер лагерĕнче вожатăй пулса та ĕçленĕ. Яланах тăрăшнă, тăрăшни сая кайман: шкулта та, университетра та лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ, конкурссенче çĕнтернĕ, студент çулĕсенче пысăклатнă стипенди илнĕ. Кăçал, утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче, университетра пĕрле вĕреннисемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Радиопа телевиденире, кĕнеке издательствинче, тĕпчев институтĕнче ĕçлекенсем те пур йышра. Ольга Туркая, Татьяна Ильинана, Надежда Григорьевăна Чăвашра лайăх пĕлеççĕ.
Юлташ хĕрĕпе Галина Кирилловăпа 1985 çулта Канаш тăрăхне пĕрле ĕçлеме килнĕччĕ. Эпĕ – Вăтапуçне, вăл Катек ялне. Паян вăл Мускав хулинче ĕçлесе пурăнать, – çамрăклăхне ăшшăн аса илчĕ вĕрентекен.
– 2010 çул – Вĕрентекен çулталăкĕ. Çак ятпа ирттерекен фестиваль-конкурссене хутшăнмастăр-и;
– "Самый классный классный" конкурса хутшăннăшăн, шкул ачисене районти олимпиадăсене хатĕрленĕшĕн Хисеп хучĕсене илме тивĕçлĕ пултăм. Раççейре аслă классенче вĕренекен шкул ачисем хушшинче "Человек в истории: Россия - 20 век" ятпа истори тĕпчевĕн ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе палăртни татах та хастар ĕçлеме çунат хушрĕ.
Пурнăçра çыннăн йывăç лартса ÿстермелле, кил-çурт çавăрмалла, ача-пăча çитĕнтермелле текен халала тÿрре кăлартăр-и;
– Кунтах, Вăтапуçĕнчех, хам телейĕме тупрăм. Уншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Хама питĕ телейлĕ тесе шутлатăп. 1988 çулта Николай Андреевич Абрамовпа çемье çавăртăмăр. Килти сад-пахчара пан улми, слива, пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. Кăçал çу шăрăх пулчĕ пулин те ытлах аптрамастпăр пулĕ-ха тетĕп.
1991 çулта хамăр тунă çĕнĕ çурта куçрăмăр. Вăл пирĕншĕн ăшă, хăтлă вырăн. Кил умĕнчи пахчара кашни çулах илемлĕ чечексем ÿстерме тăрăшатăп. Районти нумай ачаллă амăшĕсен уявĕнче те пулатăп эпĕ. Мăшăрпала тăватă ача çуратса ÿстертĕмĕр. Асли, Алеша, çуркунне Раççей çарĕнчен таврăнчĕ. Мария пĕр харăсах техникумра та, университетра та ăс пухать, аван вĕренет. Тĕрлĕ конкурсра палăрса Мускав, Хусан, Суздаль, Владимир хулисенче пулса курчĕ. Саша кăçал тăххăрмĕш класс вĕренсе пĕтерчĕ, физика, информатика урокĕсене уйрăмах кăмăллать. Родион ялти "Колокольчик" ача садне çÿрет. Илемлĕ ÿкерчĕксем тума, пластилинпа ĕçлеме чăтăмлăх çитет унăн, – тет телейлĕ амăшĕ.
Тамара Федоровна мĕн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Ырă та юратнă учительсен пархатарлă ĕçне ăмсаннă, вĕсем пек пулас ĕмĕтпе пурăннă. "Пирĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр", – теççĕ халĕ ун пирки Вăтапуç шкулĕн ачисем. Ытти педагогсемшĕн те вăл ырă тĕслĕх: сăпайлă та ĕçчен, яланах тирпейлĕ çÿрекен, ачасене чун-чĕре ăшшипе тарăн пĕлÿ паракан, пурнăçа юратма вĕрентекен çепĕç кăмăллă хĕрарăм. Вăл вĕрентнĕ ачасем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ, Тамара Федоровнăпа тачă çыхăну тытаççĕ, ăна чĕререн тав тăваççĕ.
Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.