АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "АСĂРХĂР, АЧАСЕМ!"

08 сентября 2010 г.

Ачасем, хăйсен айванлăхне пула-ши, çул-йĕр çинче инкек сиксе тухма пултарасси çинчен шухăшламаççĕ те. Урисене кустăрмаллă конькисем сыраççĕ те автотранспорт çÿрекен çул çине ярăнма тухса каяççĕ. Автоçулсем çинче çавăн пекех велосипедпа тата скутерпа ярăнса çÿрекен çамрăксене те курма пулать. Е тата шăпăрлансем автотранспорт иртсе каясса кĕтсе тăмасăрах çул урлă чупса каçаççĕ. Кунта вара аманасси те инçех мар. Кăçал сакăр уйăхра, сăмахран, районта 16 çула çитмен 4 ача автоинкеке лекнĕ, вĕсенчен 3-шĕ сусăрланнă. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне çул-йĕр çинчи инкеке 5 ача лекнĕ, пĕри вилнĕ, 4-шĕ аманнă.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачăрсене инкек-синкекрен сыхласа хăварас тесен çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштарсах тăрăр, вĕсене пăхăнмасан мĕн пулса тухма пултарасси çинчен асăрхаттарăр.

Хисеплĕ водительсем, çула тухсан тимлĕхе ан çухатăр. Шкулсем çумĕнчен иртнĕ чухне, "зебра" çывăхĕнче хăвăртлăха чакарăр. Çакна асра тытăр, авăн уйăхĕнче ачасенчен чылайăшĕ çул çине пуçласа пĕччен тухать.

Çавăнпа та ачасем автоинкексене лекес хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе республикăра çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 12-мĕшĕччен "Асăрхăр, ачасем!" профилактика мероприятийĕ иртет.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика