08 сентября 2010 г.
Тунти кун райадминистрацин ларусен залĕнче анлă планерка иртрĕ. Унта район администрацийĕн пайсемпе службисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Ларăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.
Тухса калаçакансем чылаййăн пулчĕç пулин те, тĕп калаçу çапах та пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха хутса ăшăтмалли сезона кирлĕ пек хатĕрлесе çитересси пирки пычĕ. Районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн Ю.Алексеевăн докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: шкулсемпе ача сачĕсенче пĕтĕмпе 43 котельнăй. Вĕрентÿ учрежденийĕсене пурне те çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тунă. Саппасра 190 тонна çĕр кăмрăкĕ пур. Кăмрăк хĕл каçма çителĕклĕ пултăр тесе ăна кÿрсе килессипе малалла ĕçлеççĕ.
Çуллахи вăхăтра шкулсенче тата шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пушар сигнализацийĕн системине, виçевпе шутлав приборĕсене тата хăрушсăрлăхăн ытти хатĕрĕсене тĕрĕсленĕ. Шкулсенче пирвайхи медицина пулăшăвĕ памалли пÿлĕм уçассипе нумай ĕç пурнăçланă. Ачча, Катек, Энтрияль, Янкăлч шкулĕсенче ку енĕпе юсавсем ирттернĕ. Тата 9 шкулта медкабинет уçмалла.
"Районăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ" управляющи компани 16 котельнăй ĕç-хĕлне асăрхаса тăрать. Шăхасанти микрорайонти ăшă трассине юсаса хута яни çинчен каларĕ асăннă компанин генеральнăй директорĕ С.Иванов. Шăхасанти "Ял хуçалăх техники" микрорайон малтан çакăн ятлă организаци территорийĕнче вырнаçнă котелнăйран ăшă илсе тăнă. Монтаж ĕçĕсем пурнăçланă хыççăн кăçал кунти çуртсене хутса ăшăтмалли уйрăм системăна хута янă. Çывăх вăхăтра Вырăскас Пикших ялĕ çывăхĕнчи кирпĕч завочĕ валли котел туянма Мускава каяççĕ. Юсав ĕçĕсене çак кунсенче пуçăнма палăртнă. Шкулсенче котелсене улăштарассипе çыхăннă ĕçсене сентябрĕн 20-мĕ-шĕччен вĕçлемелле.
Кăçалхи калама çук вĕри çанталăк çынсен сывлăхне пысăк витĕм кÿнĕ. Районăн тĕп больницин тĕп врачĕ Р.Федорова демографи кăтартăвĕсене курăмлă тĕслĕхсемпе çутатса пачĕ. Республикăра пĕлтĕр çулталăк пуçланнăранпа 11387 çын вилнĕ, кăçал çак тапхăрта – 12015 çын, районта январь-сентябрь уйăхĕсенче иртнĕ çулта 459 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, кăçал çак кăтарту 436-па танлашнă. Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 20-мĕшĕчченхи тапхăрта республикăра 3142 çын (2009 çул – 2999 çын), районта 120 çын (2009 çул – 105) çын пурнăçĕ татăлнă. Ытти çулсенче вилĕм сăлтавĕ тĕрлĕ чир-чĕр пулнă тăк, кăçал ватă çынсем вилесси малти вырăна тухнă. Апла ватăсене шăрăхра йывăр лекнĕ. Çав вăхăтрах юн çаврăнăш, нерв системисен, сывлав органĕсен, чĕре, рак чирĕсене пула инкек тÿсекенсен, вилекенсен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. "Васкавлă пулăшу" персоналĕн талăкра 25-30 тĕле çитсе пулăшу пама тивнĕ.
Çуллахи шăрăх ялсенче шыв ыйтăвне малти вырăна кăларса тăратрĕ. Ку таранччен, чăннипе каласан, эпир пусăри, пĕвесенчи, кÿлĕсенчи шывсем çине тимлĕх уйăрман та вĕт. Çырмара шыв юхать – юхать, çăл куç тапать – тапать, пĕвере шыва кĕме шыв пур – пур... Яланах çавăн пек пулассăн туйăнать. Шывсăр мĕн тери йывăррине кăçал питĕ лайăх туйса илтĕмĕр. Чăн-чăн тĕрĕслев витĕр кăларчĕ çут çанталăк. "Çавăнпа та чылай ял тăрăхĕнче пĕвесене, çăлсене тасатассипе çине тăрса ĕçленĕ, кÿлĕсем хĕррине хăтлăх кÿнĕ, пушар машинĕсене пĕверен шыв илме майсем туса панă – пусахасем вырнаçтарнă. Çак ĕçсене, тĕпрен илсен, ял халăхĕ хăй укçа-тенкĕ пуçтарса тунă, ял тăрăхĕ те пулăшнă", – пĕлтерчĕ район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн эксперт специалисчĕ В.Чернов.
Республикăра та, районта та çулленех хамăр пурăнакан вырăна, урама, яла хăтлăх кÿрессипе конкурс ирттереççĕ. Хыçалкас ялĕнчи Çамрăксен урамĕ республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Хамăр районта йĕркеленĕ конкурс çĕнтерÿçисене В.Софронов Дипломпа чысларĕ.
Çĕр улми кăçал тухăçĕпе питех савăнтараймарĕ. Йышĕ сахал, вĕтĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, "Цивиль" (Пайкилтре) тата АСК "Канаш" (Комсомольскинче) хуçалăхсем çĕр улми сутаççĕ, килограммне 18-15 тенкĕпе. Пахча çимĕçе вырăна кайса илмелле.
И.ВЛАДИМИРОВА.