АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АШШĔНЕ ШЕЛЛЕСЕ ТĂМАН

03 сентября 2010 г.

Саккун çамрăккипе ваттине уяса тăмасть, айăплине унăн ÿсĕмне пăхмасăрах явап тыттарать. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ.

Кăçал çуркунне Вăрăмпуç ялĕнче пĕр çемьере ашшĕпе ывăлĕ хушшинче пăтăрмах пулса иртнĕ. Эрех сĕрĕмĕпе минренĕ арçын арăмне кĕвĕçнипе тем те пĕр каласа хăртнă. Çакна курса-илтсе тăракан 17 çулти каччă тÿссе тăрайман, ашшĕне ĕнсерен ярса тытнă та урайне ÿкернĕ. Хăйĕнчен аслă çынна "тăн кĕртсе" илесси килни те пур-тăр кунта. Вăл ашшĕне икĕ хутчен ал чăмăрккипе кăкăртан çапнă.

Çав кунах кăшт вăхăт иртсен арçынсем каллех хирĕçсе кайнă. Ÿсĕр ашшĕ ывăлĕ çине кăшкăрма, ăна килĕнчен хăвалама пикеннĕ. Каччă тарăхса кайнă та кресло çинчен сиксе тăрса ашшĕне питĕнчен çапнă, ăна тĕртсе ярса урайне ÿкернĕ. Унăн сывлăхне юриех сиен кÿрес тĕллевпе урайĕнче выртакан ашшĕне хырăмĕнчен темиçе хутчен те урипе тапнă. Йывăр аманнă арçынна районăн тĕп больницине леçнĕ. Унăн çинçе пыршисем вăйлах сиенленнĕ. Тухтăрсем вăхăтра операци туни кăна унăн пурнăçне çăлса хăварнă.

Çакăн пек харкашăва, айванлăха пула 17 çулти çамрăк РФ Уголовнăй кодексĕн 111 статйин 1 пункчĕпе пăхнă преступелние тунă, суд ăна тивĕçлипе явап тыттарĕ.

И.НИКОЛАЕВА, районти милицин аслă следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика