03 сентября 2010 г.
Аслă категориллĕ учитель, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ĕç ветеранĕ Зоя Алексеевна Иванова Уçырма вăтам шкулĕнче 33-мĕш çул ачасене тарăн та пуян пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшать. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех вăл учитель пулма ĕмĕтленнĕ: хăйĕн амăшне класа капăрлатма пулăшнă, ачасен тетрачĕсене тĕрĕсленĕ, уроксем ирттерме хăтланса пăхнă... Зоя Алексеевна Хусан патшалăх педагогика институтĕнче вырăс чĕлхипе литературин учителĕн профессине алла илнĕ.
Педагогика ĕçне пуçăнсанах вăл (80-мĕш çулсенче) класс тулашĕнчи вулав урокĕсем валли тата литература урокĕсенче ял темине вĕренме хăйĕн меслетлĕхне хатĕрлессипе пысăк хавхаланупа ĕçленĕ, текстсене тишкермелли методикăпа анлă усă курнă. З.Иванова вĕренекенĕсем класс тулашĕнчи вулав урокĕсене питĕ юратаççĕ, мĕншĕн тесен кунта вĕсем хăйсен шухăшне, туйăмне ирĕккĕн палăртма пултараççĕ, шухăшлавпа калаçу культурине аталантараççĕ.
1993 çултанпа Зоя Алексеевна вĕрентÿпе воспитани процесĕнче хăй тытăмлăх меслечĕпе анлă усă курать. Çакăн пек методикăпа ĕçленине курма шкулсенче, республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлекенсем тăтăшах килсе çÿретчĕç, ĕçлĕ калаçу урокĕсене пысăк хак паратчĕç. 2001 çулта З.Иванова ертсе пынă класс вăтам шкула питĕ лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ: 17 ачаран 8-шĕ отличник, 5-шĕ ударник пулчĕç, 7 ача медале тивĕçрĕ. ЧПУ доценчĕн Л.Клементьевăн методикипе халĕ те усă курать Зоя Алексеевна, унта нумай çĕнĕлĕх хушрĕ. Çак опыта вăл республикăри хаçат-журналта, "Учительская газета" хаçатра та туллин çутатрĕ. Ĕç кăтартăвĕсем курăмлă: ачасем районти тата республикăри олимпиадăсенче, конкурссенче, ăслăлăх конференцийĕсенче çĕнтереççĕ. Акă, сăмахран, 7-мĕш класра вĕренекен Анна Терентьева çырнă "Пурнăç тĕллевĕ" юмах кăçал Раççейре тухса тăракан "Школьник" литература хаçатĕнче пичетленчĕ. Аня Корней Чуковский ячĕллĕ ача-пăча литературин фестивалĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.
2004 çулта Зоя Алексеевна "Литература тата фольклор" ятпа республика шайĕнче уçă урок пачĕ, тепĕр çулхине республикăри Вĕрентÿ институтĕнче çак темăпа лекцисем вуларĕ. "Педагогикăри çĕнĕ-лĕхсем" конкурсра икĕ хутчен те çĕнтерчĕ, пĕрремĕш, иккĕмĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçрĕ.
З.Иванован вĕренекенĕсем тĕпчев ĕçĕпе кăсăкланаççĕ. Текстсене тишкернĕ чухне анализ тумалли тĕрлĕ методикăпа усă кураççĕ. Акă, 7-мĕш класри Ирина Петровăпа 10-мĕш класри Ольга Евламьева тĕпчев ĕçĕсем çырса район конкурсĕнче кăçал малти вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсен проекчĕсене вуласан ачасем сăмах искусствин илемне туйма, чăнлăхпа суяна уйăрма, жанрсен хăйне евĕрлĕхне палăртма пĕлнине ăнланса илетĕн. Çакна ачасем Зоя Алексеевна пулăшса пынипе 5-мĕш класранах хăнăхаççĕ.
Учитель хăйĕн умне лартнă тĕллеве пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшать. Çакна ачасем те асăрхамасăр юлмаççĕ. Юратнă вĕрентекенне халалласа сочиненисем çыраççĕ.
– Шкулти А.С.Пушкин музейĕнче ирттерекен уроксем пире уйрăмах килĕшеççĕ. Пушкин пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăчĕ: пурнăç йĕркийĕпе, Тăван çĕршыва юратнипе, ăслă пулнипе... Кашни ачах пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илтĕрччĕ тесе тăрăшать Зоя Алексеевна.
Вăл пирĕнпе хăйĕн ачисемпе калаçнă пекех калаçать. Унпа тем çинчен те сăмахлама пулать. Тепĕр чухне Зоя Алексеевна пурăнакан кил пире шкул пекех туйăнать. Пирĕн вĕрентекен çинчен пĕр вĕçĕм калама пулать. Унран тĕлĕнмесĕр, унпа мăнаçланмасăр тăма май çук. Вăл XVIII-XIX ĕмĕрти произведенисен пĕлтерĕшĕ паян кун та кивелменнине ĕнентерсе парать, ăна итлеме интереслĕ, ăнланма çăмăл.
Класс тулашĕнчи мероприятисем мĕнле интереслĕ иртеççĕ тата! Литература каçĕсем, салонсем, конкурссем, наука кунĕсем, театр... Çак мероприятсем пирĕн тавра курăма анлăлатаççĕ, ас-тăна пуянлатаççĕ. Вăл çĕр çинчи чи лайăх вĕрентекен! – çакăн пек шухăша палăртаççĕ ачасем хăйсен ĕçĕсенче. Кунтан лайăх хаклав мĕнле пултăр.
Г.ИВАНОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.