03 сентября 2010 г.
Мишша 1989 çултанпа Тверь облаçĕнчи Тверь хулинче тĕпленсе пурăнать, çав хуларах банщик пулса ĕçлет. Çуралса ÿснĕ вырăнĕ вара – Уçырма ялĕ. Кунта вăл амăшĕпе тăванĕсем патне темиçе çулта пĕрре килсе курать. 2007 çултанпа ялта пулманскер кăçал çут çанталăк чĕрĕлсе ешернĕ вăхăтра тăван тăрăха çаврăнса çитнĕ. Канаш чукун çул вокзалĕнче ăна амăшĕпе йăмăкĕ кĕтсе илнĕ. Çумĕнче 20 пин тенкĕ укçа пулнипе усă курса яла çитсенех райпо лавккине кĕрсе кучченеçлĕх апат-çимĕç, эрех туяннă. Киле çитсен хăна килнине паллă тума пĕлĕшĕсем пуçтарăнма пуçланă.
Ĕçкĕпе туслă çынсем эрех шăршине таçтан аякран туяççĕ-сисеççĕ-тĕр. Кунта та çавăн пекех пулса тухнă. Мишша таврăннине пĕлсен унăн тăванĕ ĕçкĕпе туслă çамрăк хĕр-упраçа хăйпе пĕрле чĕннĕ, ăна Мишшапа паллаштарма шантарнă. Вăтану мĕнне пĕлменскере çавă çеç кирлĕ те. Люда хăнасен ушкăнне хаваспах хутшăннă. Ĕçнĕ, çинĕ, Мишшана тимлĕх уйăрма та манман.
Пысăк йыша пĕр кĕленче эрех мĕнех вара вăл; Хĕрсе çитнĕ шавлă ушкăн Мишшапа пĕрле ял лавккине çул тытнă. Курма килнĕ арçын каллех шурă эрех, çыртмалли туяннă. Люда вара çав вăхăтра сутуçăпа ятлаçса илме те ĕлкĕрнĕ. Мишшасен килне каялла таврăнсан тĕл пулу уявĕ малалла тăсăлнă. Арçын çийĕнчи курткине хывса ăна пÿрте кĕртсе хунă. Люда вара вăхăта ирттермен. Никам сисмен чухне пÿрте кĕрсе Мишша курткин кĕсйисене ухтарма пикеннĕ, унтан кĕсье телефонĕ, паспорт, "Москомприватбанкăн" кредит карттине, страховани свидетельствине кăларса илнĕ. Кредит карттин счечĕ çинче 50 пин тенкĕ укçа пулнă, Мишша унпа ку таранччен пĕрре те усă курман пулнă.
Хăй аллине лекнĕ япаласемпе хавхаланнă хĕрĕнкĕ Люда нумай шутласа тăман, тÿрех Канаша, Перекет банкне çул тытнă. Банкомата кĕрсе кредит карттине картоприемника лартнă. Анчах код пĕлменнипе тĕрĕс мар номерсем çине пусса пĕтернĕ, карттăна каялла кăларса илеймесĕрех тухса кайнă.
Мишша хăйĕн япалисем çухалнине тепĕр кун ирхине кăна асăрханă. Милицие евитленĕ. Хăнана кĕтсе илекенсен хальхинче пакунлисен умĕнче хăйсем мĕн курни-илтни çинчен каласа пама тивнĕ. Люда милиционерсене курсан сехĕрленсе ÿкнĕ, Мишшан телефонне, паспортне, страховани удостоверенине тавăрса панă, кредит карттине банкоматрах хăварнине каланă.
Ку тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе çывăх вăхăтрах Канаш район сучĕ пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем тăвĕ.
Е.ИВАНОВ, районăн шалти ĕçсен пайĕн следователĕ.