03 сентября 2010 г.
Çулĕсемпе çамрăках мар çак хĕрарăм, утмăл тултарнă. Анчах та ăс-тăн тĕлĕшĕнчен айванрах, çав вăхăтрах чее пулас. Кăçал апрель уйăхĕн пĕр хĕвеллĕ кунĕнче Кириллова хăйĕн пуçтах шухăшне пурнăçа кĕртес тĕллевпе кÿршĕре пурăнакан Лаврова кинемей (чăн хушаматсем мар) патне çул тытнă. Ăна чи малтанах эрех, укçа тата япаласем интереслентернĕ. Вăрланă япаласене вăл эрехле е укçалла тепĕр çынна кайса пама пултарнă-çке. "Пултаруллăскер" кăнтăр кунне пăхмасăрах "сунара" тухнă. Мухмăр пуçа кастарать теççĕ çав, вăл талăкăн вăхăтне пăхса тăмасть.
Кириллова Лавровсен хапхи умне çитнĕ те алăк уçă пулнипе усă курса картишне кĕнĕ. Пахчара мунча çумĕнче кăштăртатакан кинемей хăйсем патне çын килнине сисмен те. Çакăнпа усă курса Кириллова сас-чÿ кăлармасăр пÿрте кĕнĕ. Малтан та кунта килкелесех тăнипе вăл ăçта мĕн выртнине аван чухланă. Пÿртре тÿрех шкап патне пырса ăна ухтарма пикеннĕ. Япаласем хушшинчен пусмапа чĕркенĕ чăмакка туртса кăларнă. Унта 500 тенкĕлĕх укçасем пулнă. Кириллова, тупăшпа хавхаланнăскер, сăмакун шыраса вăхăта ирттермен. Мĕнле килсе кĕнĕ çавăн пекех никама систермесĕр тухса шăвăннă.
Алăри укçа кăшкăрать, лавккана кайма хистет. Кириллова "сунартан" таврăнсан тепĕр сехетрен ялти магазина çул тытнă: çур литр шурă эрех, пĕр кĕленче "Портвейн 777" хĕрлĕ эрех туяннă. Хĕрарăм килĕнче икĕ ывăлĕпе пурăннă, лешсем ниçта та ĕçлемен. Вăл магазина кайса килнĕ çĕре килĕнче никам та пулман, вăл туяннă эрехсене урамрах пушатнă, ÿсĕрĕлсе кайнă. Хăй мĕнле çывăрса кайнине те астуман. Ирхине пахчари пусă çумĕнче ăптăр-каптăр хуракан хуралтăра вăранса кайнă. Мухмăрлăскер ĕнер Лавровсем патĕнчен вăрласа тухнă укçа çинчен аса илнĕ. Пÿрте кĕрсе укçа тĕркине шырама пуçланă, анчах ниçтан та тупайман. 51 пин тенкĕ сахал укçа мар вĕт. Алă тупанĕ çине хăй тĕллĕн килсе выртмасть. Лавровсем хăйсен укçи çухалнине тÿрех сисмен. Пĕлсен вара – районăн шалти ĕçсен пайне пĕлтернĕ.
Кириллова пакунлисем килсе çитсен хăйĕн айăпне тÿрех йышăннă. Вăл унччен маларах хăйсен ялĕнчи пĕр хĕрарăмран 1100 тенкĕ илнĕ пулнă. Лешĕ ăнсăртран тĕл пулсан кивçене тавăрса пама ыйтнă. Кириллова чĕлхине тытса чарайман, 50 пин тенкĕ укçа çухатни çинчен персе янă. Ăçтан вара ниçта та ĕçлемен, эрех-сăрапа ашкăнакан хĕрарăмăн çавăн чухлĕ укçа. Лавровсен укçа çухалнине илтнĕскер тÿрех тавçăрса илнĕ: акă кам вăрланă иккен. Хăй хăлхине мĕн кĕнине милици сотрудникĕсене каласа кăтартнă.
Канаш район сучĕ вăрă ĕçне тĕплĕ пăхса тухнă. Ăна икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарнă.