03 сентября 2010 г.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кунĕ иртнĕ. Района ертсе пыракансем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Атнаш, Пайкилт, Ачча, Чакаç, Янкăлч ял тăрăхĕсене çитсе курнă.
Пĕлтерĕшĕпе пысăк объектсем Чакаç тата Ачча ял тăрăхĕсенче çĕкленеççĕ. "Юлашки вăхăтра вĕсенче ырă улшăнусем пулни пирки калаçма кăмăллă", – палăртнă район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров. Паянхи кун тĕлне чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл – ялсене тирпей-илем кÿресси. Эрнесерен çак енĕпе ял тăрăхĕсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Вĕсем ялсенчи урамсем тирпейленсе, илемленсе пынине кăтартаççĕ. Çав хушăрах çак ĕç çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрман ял тăрăхĕсем те пур-ха. Апла ку енĕпе ăнлантару ĕçĕсем, тĕл пулусем тăтăшах ирттермелле.
Çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсенче, Пайкилтсĕр пуçне, тирпей-илем кÿрес енĕпе комплекслă ĕçсем туса ирттернĕ. Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх çине те тимлĕх уйăрасси ÿссе пыни сисĕнет. Çÿп-çапа турттарса тухассине йĕркеленĕ.
Ял тăрăхĕн кунне пĕтĕмлетсе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
А. ВИТАЛЬЕВ.