АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔЛŸ ТĔНЧИ ЯР УÇРĔ АЛĂКНЕ

03 сентября 2010 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ – шкул ачисемпе студентсемшĕн çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ. Пĕлÿ тĕнчине пуçласа алăк уçакансемшĕн вăл – чи савăнăçлă та пăлхануллă кун. Шкулта вĕсем пурнăç мĕн иккенне чухлама пуçлаççĕ, шкул вĕсен характерне йĕр-келет: класс урати урлă именчĕклĕн ярса пусакан сăпайлă пĕрре-мĕш класс ачинчен тепĕр темиçе çултан чăн-чăн, нумай енлĕ аталаннă, хăйĕн тĕнче курăмĕллĕ çын ÿссе çитĕнет.

Кăçал республикăра 126 пин ача, çав шутран 12842-шĕ (пирĕн районта 372 ача) – пĕрремĕш класа каякансем, парта хушшине ларать.

Шкул таврашĕнче ирех ача-пăча шавлать. Вĕсем пĕрне-пĕри итлемеççĕ те, кашниех хăйĕн шухăшне калама васкать. Каникул та, çулла та вĕçленчĕ. Çăвĕпе тунсăхланă шкул хăйĕн хуçисене – ачасене – йышăнчĕ. Пĕлÿ кунĕн уявне вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ пуçтарăнчĕç. Пĕрре-мĕш класа каякансен ашшĕ-амăшĕ ачисенчен кая мар хумханать тăр.

Карăклă вăтам шкулĕнче Пĕлÿ уявĕ Чăваш Республикин Патшалăх Гимне юрланипе пуçланчĕ. Шкул директорĕ Римма Шемякова уява пуçтарăннисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, çирĕп сывлăх, тăрăшулăх, тÿсĕмлĕх сунчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулне "лайăх" паллăсемпе вĕренсе пĕтернисене, республика, район олимпиадисенче, конкурсĕсенче мала тухнисене Грамота парса хавхалантарчĕ. Пĕлтĕр 11 вĕренекен тĕрлĕ предметпа ирттернĕ олимпиадăсенче çĕнтернĕ.

Паян ачасем кăна мар, учительсем хăйсем те тăтăшах тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухса пултарулăхне ÿстереççĕ, ăсталăхне пуянлатаççĕ. Галина Дунаева, Галина Иванова, Маргарита Герасимова, Анна Кудряшова тата ытти вĕрентекенсем тĕрлĕ йышши тупăшăва хутшăнса пысăк çитĕнÿсем тунă. Ÿсĕмсем тунисене пурне те ятран асăнчĕ Римма Геннадьевна. Малашне те тăрăшуллă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Карăклă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никоноров, Крупская ячĕллĕ хуçалăхăн представителĕ Николай Тимофеев пĕрремĕшсене ăшшăн саламласа парнесем пачĕç. Хутаçра – вĕренÿ процесĕнче куллен кирлĕ пулакан япаласем.

11-мĕш класра вĕренекен каччăсемпе хĕрсем пуçласа шкул алăкне уçса кĕнисемшĕн тĕлĕнмелле пысăк, аслă, çитĕннĕ çынсем пекех курăнаççĕ. Вĕсем пĕчĕккисене саламласа "Первоклассник" ятлă капăр медаль çакса ячĕç.

Кăçал 181 ача Карăклăри пĕлÿ çуртне сукмак такăрлатĕ. Вĕсем пурте пĕрле тупа сăмахĕсем каларĕç. Сăмахĕсем пĕр вăхăтрах кулăшла та, çав самантрах шкул пурнăçĕнче куллен тĕл пулакан тÿнтерле енсенчен те асăрхаттараççĕ. Паллашар-и хăшĕ-пĕринпе: "Уроксене сăлтавсăрах сиктерместĕп (11 çул хушшинче пĕр урокран та юлса курман). Учителе сывлăх суннă, унпа калаçнă чухне чăмлак чăмламастăп (ытла та килĕшÿсĕр ÿкерчĕк!). Шкул, класс алăкĕсене урапа тапса уçмастăп (кун пеккисем пирĕн класра та пурччĕ). Вĕрентекен сăмахне хăлха хÿрипе кăна итлеместĕп – тимлĕ пулатăп (доска умне кăларсан хурав параймасăр ыйту палли пек тăратчĕç). Вĕренÿ дневникне аттепе аннене çуралнă кунра е уявра çеç мар, тăтăшах кăтартатăп. Киле панă ĕçе юлташ тетрадĕнчен пăхса çырса илместĕп (математика тетрачĕ урок пуçлансан 5 минутран тин каялла ман пата çаврăнса çитетчĕ). Кĕнекене çуллă алăпа тытмастăп (çĕнĕ пекех тавăрса панă библиотекăна). Çулталăк тăршшĕпех тăрăшса вĕренетĕп... (çакăн евĕрлĕрех тупа сăмахне кивĕ дневник хыçне эпĕ те çырса хунăччĕ. Вăл тăрăшуллăрах пулма хистенĕн туйăнатчĕ)". Карăклă ачисем каланă тупа ытти шкултисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла пек туйăнать.

Паянтан пĕрремĕшсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ пулса тăнă Ирина Михайловна Алексеева ачасене хăйсен класне пĕрремĕш урока ертсе кайрĕ. 2-9-мĕш классенче – ачасен прависемпе ирĕкĕсене пĕлмелли, 10-11-мĕш классенче паттăрлăх урокĕсем иртрĕç.

Карăклă вăтам шкулĕн Юмансар ялĕнче филиал пур, унта пуçламăш классене вĕрентеççĕ. Нумаййăнах мар вĕсем, çапах та тăван ялта шкул пурри шутсăр аван (хамăр ялтине аркатса тăкрĕç те, çынсене мĕн пуррине упраттарас килет). Юмансарти пуçламăш шкулăн пĕрремĕш класĕнче кăçал 1 ача вĕренме пуçлать, вăл – Андриан Максимов.

Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ тетĕп: Юмансар шкулĕнче пĕлÿ никĕсĕ илнĕ ачасем спортра пысăк çитĕнÿсем тунă тĕслĕх чылай. Акă Ольга Кондратьевăпа Анна Максимова кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне. Вĕсем спортра палăрнă хĕрсем, Раççей, Европа шайĕнче çĕнтерсе спорт мастерĕсем пулса тăнă. Юмансарсемпе Карăклă ачисен пур енлĕн аталанма майсем çителĕклĕ: вăтам шкулта ăста педагогсем, тренерсем ĕçлеççĕ.

Сăмахăма районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Иванова Карăклă шкулĕнчи Пĕлÿ уявĕнчи каланипе вĕçлес тетĕп:

– Вĕренесси – питĕ йывăр ĕç. Анчах та вĕренÿри ăнăçулăх, çитĕнÿ эсир, ачасем, учительсене мĕнле итленинчен, тимленинчен, сирĕн тăрăшулăхран нумай килет. "5" палла ĕçлесе илмелле. Паянтан пурте вĕренме пуçлаççĕ: ачасем те, вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те. Ачасем çĕнĕ пĕлÿ илеççĕ, учительсем уроксенче малтан мĕн вĕрентнине аса илеççĕ, çĕнĕ темăна ăнлантараççĕ, ашшĕ-амăшĕн вара ачисемпе пĕрле уроксене хатĕрленме тивет. Тăрăшулăх, чăтăмлăх, ăнлану сунатăп, – терĕ Светлана Силовна. Унăн сăмахĕсем çумне эпĕ те хутшăнатăп. Ачасем, тăрăшса вĕренĕр, туслă пулăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика