АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРОФЕССИ ĂСТАЛĂХНЕ ŸСТЕРСЕХ ПЫМАЛЛА

01 сентября 2010 г.

"Учитель – вĕрентĕвĕн инноваци аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ факторĕ" – çакăн пек девизпа иртрĕ районти педагогсен канашлăвĕ. Çурла уйăхĕнчи конференцисем йăлана кĕнĕ ĕнтĕ, вĕсене кашни çулах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн ирттереççĕ. Вĕсем районти вĕрентÿ ĕçченĕсем умне лартнă çĕнĕ тĕллевсем патне талпăнмалли тата малашнехи задачăсене пурнăçлама тытăнмалли хăйне евĕрлĕ старт пулса тăраççĕ. Унта шăпах вĕрентекен çинчен, унăн ку чухнехи обществăри вырăнĕ пирки сăмах пычĕ. Инноваци процесĕнче технологисем мар, вĕсене пурнăçа кĕртме, вĕсемпе усă курма пултаракан çынсем тĕп вăй пулса тăни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Апла тăк педагогикăри приоритетлă задачăсенчен пĕри вăл – инноваци культурине туса хурасси.

Конференци пуçланас умĕн районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем учитель çинчен хывнă юрăсем юрларĕç, илемлĕ ташăсем ташларĕç. Республикипе паллă К.Садюров, А.Никоноров юрăçсем Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн актовăй залĕнче ларакан учительсен, чĕннĕ хăнасен кăмăлĕсене хитре чăваш юррисемпе çĕклерĕç. Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн кадетсен класĕнче вĕренекенсем бал ташшипе савăнтарчĕç. Кадетсен ушкăнĕ стройпа утса, ялав çĕклесе сцена çине хăпарсан кашнин чĕри мăнаçлăхпа тулчĕ. Вăрçăран таврăнманнисене асра тытса "Журавли" юрра юрласан хăшĕ-пĕрисен пырĕнче темле йÿçек капланчĕ. Юрă вĕçленсен залра ларакансенчен пĕри ура çине тăчĕ те кăштах чĕтренекен хурлăхлă сасăпа:

– Тăванăмăрсем, паян Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăтам шкултан ылтăн медальпе, пограничниксен институтĕнчен, Федерацин хăрушсăрлăх службин академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, Дагестан Республикинче çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă 33 çулти Руслан Николаевич Желудкин подполковника тăван ялĕнче пытараççĕ. Ăна юлашки çула ăсатма тăванĕсем, юлташĕсем, ку тăрăхра пурăнакансем, влаç представителĕсем килĕç. Руслана асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтатăп, – терĕ йĕпеннĕ куç айне пĕчĕк тутăрпа шăлса.

Зал ура çине тăчĕ. Шăп. Чылайăшĕ, çав шутра çак йĕркесен авторĕ те, сассăр, çынна кăтартмасăр, вăрттăн йĕчĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр, бандитсен хăрушла асапне чăтаймасăр куçне яланлăхах хупнăскер çÿлти патшалăхра лăплантăр, чунĕ канăç туптăр. Руслан, санпа выляса ÿснĕ, шкулта, Чикĕри службăн çар институтĕнче пĕрле вĕреннĕ, салтак пăттине пĕрле çинĕ тусусем, тăванусем, Ачча тăрăхĕн çыннисем сана нихăçан та манмĕç. Уçă форточкăран кăсăя чĕриклетни илтĕнчĕ. Вăл паттăр ентешĕмĕр ячĕпе Турă кайăкĕсен Мухтав юррине юрларĕ пулас. Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн илтĕнсе кайрĕ. Вăл чуна хускатса учительсен ячĕпе те, Руслан ячĕпе те янăрарĕ. Пысăк çухату, нимле эмелпе те сиплеме çук суран. Мĕнле йывăр халĕ ашшĕ-амăшне: шкул автобусĕн водительне Николай Васильевича, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александра Константиновнăна.

Конференци хăйĕн ĕçне Канаш чиркĕвĕн священникĕ Серафим атте педагогсене ачасене ыррине вĕрентме çирĕп сывлăх суннипе, яланах Турăпа пĕрле çÿреме ыйтнипе пуçларĕ. Православи – христиан тĕнĕн тĕсĕ. Серафим атте ачасене унăн историйĕпе паллаштарас тĕллевпе Канаш чиркĕвĕн священникĕсемпе çыхăнса ĕçлеме чĕнчĕ. Ятарласа уроксем ирттерсен тата та аван пулĕччĕ.

Районти вĕрентÿ системи çинчен вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев доклад туса пачĕ. Шкулсен ĕçне-хĕлне пур енлĕн тишкерсе тухрĕ, татса памалли ыйтусене хускатрĕ. Районта 34 шкул, вĕсенче 384 педагог ĕçлет, 86 проценчĕн – аслă пĕлÿ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 11 çамрăк специалист шкул алăкне уçса кĕнĕччĕ. Кăçал вĕрентÿ ĕçне иккĕн çеç пуçăнаççĕ. Вĕсем Шаккăл тата Янкăлч шкулĕсенчи учительсен йышăнче пулĕç.

"Пирĕн çĕнĕ шкул" программа пуçаруллă, пултаруллă педагогсене çитĕнÿ çулĕ çине кăларчĕ, вĕсене çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме патшалăх енчен пулăшу пама майсем тупса парать. Вĕрентекенсем тĕрлĕ проектсене хутшăнса хастарлăхĕпе палăраççĕ. Сăмахран, республикăри чи лайăх вĕрнтекенсен конкурсне вун улттăн хутшăннă. Чăваш Республикин Президенчĕн премине, 50 пин тенке, пиллĕкĕн тивĕç пулнă: вĕсем – С. Антонова (Вăтакас Кипеч шкулĕ), Е.Васильева (Çĕнĕ Ачча), В.Иванова (Сухайкасси), В.Спиридонова (Шăхасан), Л.Тихонова (Вырăскас Пикших).

Нарăс уйăхĕнче Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ гимназире "Географин чи лайăх урокĕсем" учительсен методика фестивалĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан Е.Соловьева (Вăтапуç шкулĕ), Н.Федорова (Çĕнĕ Чалкасси), Л.Миронова (Шуркасси), И.Дмитриева (Вăтакас Татмăш) хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ номинацире Дипломсем çĕнсе илнĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче "Географи вĕрентессинчи ăнăçу ресурсĕсем" ятпа йĕркеленĕ семинарта Карăклă вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Г.Иванова "Килте тума панă ĕçсем урлă пĕлес интереса аталантарасси" доклачĕпе палăрнă. Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен хушшинче ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçи В.Иванова (Сухайкасси вăтам шкулĕ) район чысне республикăра хÿтĕленĕ. Ăна Чăваш Наци конгресĕн Тав хучĕ парса чыс тунă.

Юрий Серафимович воспитани парас ĕçре класс ертÿçин ролĕ пысăккине палăртрĕ. Çулсерен ирттерекен "Чи лайăх класс ертÿçи" конкурсра канашсем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçал çак хисепе Çĕнĕ Аччари пуçламăш шкул-ача сачĕн педагогĕ Е.Васильева тивĕçрĕ. "Çулталăк вĕрентекенĕ" Пĕтĕм Раççейри професси конкурсĕнче хăйĕн вăйне Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче биологине вĕрентекен Р.Тимфеева тĕрĕслесе пăхрĕ.

Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ учительсем ырă сăмахсене тивĕç. Вĕсене ятранах каласа тухар-ха: В.Спиридоновăпа И.Ильина (Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкул), М.Герасимова (Карăклă), О.Иванова (Катек), В.Григорьева (Вăтакас Татмăш), С.Васильева (Янкăлч), Р.Тимофеева (Вырăскас Пикших), З.Ивановăпа П.Николаев (Уçырма).

Районти шкулсен 16 автобусĕ 52 ялтан 735 ачана база шкулĕсене турттарать.

Шкул çулне çитеймен ачасене вĕрентмелли система – пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассин пирвайхи сыпăкĕ. Ача садне 1160 ача çÿрет, ку вăл – шкула кайма вăхăт çитмен ача-пăчан 54 проценчĕ. Шкул çулне çитейменнисен ушкăнĕсем 65: ача сачĕсенче – 49, пуçламăш шкул-ача садĕнче – 8, вăхăтлăх ушкăнсем - 8. Килес çул Шăхасанти, Уçырмари, Сиккассинчи, Пайкилтри, Карăклăри, Вăтакас Кипечри садиксенче çĕнĕ ушкăнсем уçма палăртнă. Кăçалхи ака уйăхĕнче районта ача сачĕсен территорийĕсене хăтлăх кÿрес енĕпе проектсен конкурсне ирттернĕ. Çĕнтерекенĕ – Ухманти ача сачĕ, иккĕмĕш вырăн – шăхасансен, виççĕ-мĕшĕ – уçырмасен.

Педагогсене методика пулăшăвĕ парас тĕллевпе районти вĕрентÿ управленийĕ çумĕнче 13 предметпа учительсен методика пĕрлешĕвĕсене йĕркеленĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсен учителĕсем фестивальсене, конкурссене, семинарсене, "çавра сĕтелсене" активлă хутшăнаççĕ. Вĕсенче пĕр-пĕрин ĕç опычĕсене тишкереççĕ, çĕнĕ-лĕхсемпе паллашаççĕ. Çакăн пек мероприятисен ĕçне хутшăнма урăх районсенчи ĕçтешĕсене, республикăри Вĕрентÿ институчĕн сотрудникĕсене чĕнеççĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕн тăваттăмĕш чĕрĕкĕнчен районти шкулсенчи тăваттăмĕш классенче религи культурин тата граждан этикин никĕсĕсене вĕрентме тытăнчĕç. Федераци укçи-тенкипе çак предметăн вĕрентÿпе методикин 1692 комплекчĕ килнĕ.

Вĕрентекен çулталăкĕпе килĕшÿллĕн район администрацийĕн хушăвĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен В.Ивановăн ("Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕх гендиректорĕн) тата К.Мифтахутдиновăн ("Чăвашсетьгаз" пĕрлĕх директорĕн) гранчĕсене илме конкурс йĕркеленĕ, положенине çирĕплетнĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 158 ача вăтам пĕлÿ илнĕ. Пурне те вĕсене вырăс чĕлхипе тата математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытма кĕртнĕ. Пĕри çеç кирлĕ чухлĕ балл пуçтарайман. Вырăс чĕлхипе вăтам балл – 57,15 (республикипе – 62,87), математикăпа – 50,64 (республикипе – 51,8). Виççĕмĕш тата ытларах предмет суйласа илнисем – 149. 80 балтан ытларах пухнисем – В. Игнатьев химипе 96 балл, биологипе 82 балл, О.Терентьева вырăс чĕлхипе 81 балл, К.Андреева вырăс чĕлхипе 94 балл (виççĕшĕ те Шăхасан вăтам шкулĕнчен); Е.Яковлева вырăс чĕлхипе 88 балл, Ямаш; Н.Егорова вырăс чĕлхипе 81 балл, Сухайкасси.

Хими предмечĕпе Шăхасан, Янкăлч, биологипе Шăхасан, Вăтакас Кипеч, физикăпа Шăхасан, обществознанипе Шуркасси, Шăхасан шкулĕсем лайăх кăтартусем тунă. Вăтам шкула тăххăрăн ылтăн, çиччĕн кĕмĕл медальпе вĕçленĕ.

Пултаруллă ачасемпе ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн районти тапхăрĕнче аллă тăххăрăн çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, призерсем – 125-ĕн. Пурне те вĕсене дипломсемпе наградăланă. Олимпидăсенче Уçырма, Шăхасан, Янкăлч, Вăтакас Кипеч, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем лайăх пĕлÿ кăтартнă, тĕп шкулсем хушшинче – Атнаш, Çĕнĕ Чалкасси, Вăрăмпуç, Хучел шкулĕсем.

Олимпиадăн республикăри тапхăрĕнче Шăхасан вăтам шкулĕн воспитанникĕ А.Евгеньева вырăс литературипе мала тухнă, правопа А.Васильев (Карăклă), химипе Н.Осипов (Катек), чăваш чĕлхипе Т.Григорьева (Вăтакас Татмăш) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Янкăлчри В.Васильев, Вырăскас Пикшихри В.Данилов биологипе, Уçырмари О.Евлампьева вырăс литературипе, И.Ильин ОБЖпа, Карăклăри Т.Никитина правопа, Шăхасанти А.Данилова экологипе, Янкăлчри С.Васильев химипе виççĕмĕш пулнă. Тăваттăн тăваттăмĕш тапхăра хутшăннă: вĕсем – Н.Осипов (Катек вăтам шкулĕ), А.Евгеньева (Шăхасан), А.Васильевпа Т.Никитина (Карăклă).

Вĕренÿре, тĕпчев, пултарулăх ĕçĕнче курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн районти 6 çамрăк Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕç пулнă: С.Антонова – Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ, В.Изратова – Шăхасан вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ, А. Дмитриева – Вырăскас Пикших шкулĕн вĕренекенĕ, О.Игнатьева (Шуркасси), А.Николаев (Энтрияль) тата Н.Осипов (Катек). Район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине 24 пултаруллă ача илсе тăрать.

Районти 19 шкулта профильлĕ вĕренÿ йĕркеленĕ. 11-мĕш класра ăс пухнă 158 ачаран 52 проценчĕ çеç тăватă предмета суйласа илсе тĕплĕн вĕреннĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ пĕрлехи патшалăх экзаменне тытма профиль предметне йышăнман. Çакă вара профильлĕ вĕрентÿ шанăçа тÿрре кăларманнине пĕлтерет. Апла пулсан ку енĕпе çанă тавăрсах ĕçлемелле.

Ку чухнехи информаци технологийĕсене вĕрентÿ процесне кĕртесси анлăлансах пырать. Юрий Серафимович докладĕнче палăртнă тăрăх, районти шкулсенче 418 компьютер (вĕсенчен 214-ĕшне Интернет системипе çыхăнтарнă), мультимеди проекторĕсем 33, интерактивлă доскасем 35, интерактивлă проекторсем 33, пĕр компьютера вăтамран 10 ача тивет. Районта ирттернĕ "Учителĕн сайт-портфолиовĕ" конкурса виççĕн кăна хутшăннă. Виççĕшĕ те Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнчен: Э.Анатольева, С.Антонова тата В.Анатольев. Пĕрремĕш вырăна Вячеслав Николаевич çĕнсе илнĕ.

Республикăра, районта иртекен пултарулăх фестивалĕсене, смотр-конкурссене хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать. Ку енĕпе Вăтакас Татмăш, Энтрияль, Кăшнаруй, Уçырма, Шăхасан шкулĕсенчи фольклор коллективĕсем тата юрăçисем ырă сăмахсене тивĕç.

Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсем республикăри тата Пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăнсах тăраççĕ, сисĕмлĕ ÿсĕмсем тăваççĕ. Кăçал çарпа спорт вăййисенче республикăра мала тухрĕç. Кăшнаруйĕнчи çамрăк армеецсен команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Вĕрентекен çулталăкне халалласа спортăн 17 тĕсĕпе шкул ачисен спартакиадине ирттернĕ. Çĕнтерÿçĕсем – Чакаç вăтам тата Атнаш тĕп шкулĕсем. Иккĕмĕш вырăнта пайкилтсем тата шелттемсем, виççĕмĕшĕнче – шăхасансем тата хучелсем. Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокĕшĕн пынă кĕрешÿре тата республикăри шкул ачисен спартакидинче Канаш тăрăхĕн çамрăк спортсменĕсем иккĕмĕш кăтарту тунă, районсем хушшинче – пĕрремĕш вырăнта.

Хушма вĕрентĕвĕн пулăшăвĕсемпе районти шкул ачисен 41 проценчĕ усă курать.

Конференци Чăваш Республикин премине илессишĕн пуçарнă конкурс çĕнтерÿçисем – Сухайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Ивановăпа Шăхасан вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ В.Спиридонова тухса калаçнипе малалла ĕçлерĕ. Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова районти ачасен сывлăхĕ пирки калаçрĕ. Сан-эпидстанцин тĕп эксперт специалисчĕ Л.Немцева шкулсенче санитари енĕпе лару-тăру мĕнле пулни çинчен каласа пачĕ. Патшалăх пушар тĕрĕслевĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Сидоров вут-кăварпа алхасни, выляни, тимсĕр пулни пысăк инкек кÿме пултарасси çинчен ачасене ăнлантарса парас ĕçе вăйлатма чĕнсе каларĕ. Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин пĕтĕмĕшле вĕрентĕве аталантарас енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Михайлов "Çĕнĕ шкул" программăна пурнăçа кĕртессинче сиксе тухакан ыйтусене хускатрĕ, районти вĕрентĕвĕн кăтартăвĕсене республикăн вăтам кăтартăвĕсемпе танлаштарчĕ, лайăх, начар енĕсене кăтартрĕ, учительсен квалификацине ÿстерессинчи, аттестаци ирттерессинчи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова вĕрентекенĕн пурнăçри вырăнĕ, шкул ачин ăнăçăвĕнче унăн тÿпи мĕнле пулни пирки сăмах хускатрĕ. Ашшĕ-амăшĕ пепкисене пĕлÿ параканта йĕркеллĕ, ырă, ăслă, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен çынна курасшăн, ачасем вара – тĕрĕслĕхшĕн çунакана, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕс хаклакана. Вĕрентÿ пахалăхĕ педагогика ăсталăхĕнчен, шкул мĕнле ĕçленинчен нумай килет. Ирина Николаевна çавăн пекех районти учительсен çитĕнĕвĕсене ырласа йышăннине пĕлтерчĕ, типĕ çанталăка пула сиксе тухнă йывăрлăхсене çĕнтерме хатĕр пулмаллине аса илтерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов вĕрентÿ учрежденийĕсенче çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас енĕпе тунă тата малалла туса пыракан пысăк ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, татса памалли ыйтусене, çĕнĕ задачăсене палăртрĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ăнăçу сунчĕ.

И.Мартыновăпа А.Алексеева кăçал Чăваш патшалăх университечĕн дипломĕсене илнĕ. Ирина математик-информатик, Анна историк специальноçĕсене вĕреннĕ. Пĕри Янкăлч, тепри Шаккăл шкулĕсенче ачасене вĕрентме пуçлĕç. Уçырма вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ З.Иванова çамрăк специалистсене халал сăмахĕсем каларĕ, вĕрентÿ управленийĕ ячĕпе асăнмалăх парне, чечек çыххи пачĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче уйрăмах палăрнă педагогсене сцена çине чĕнсе, алă çупса хисеп турĕç. Конкурсра çĕнтернĕ С.Антоновăна (Вăтакас Кипеч), Е.Васильевăна (Çĕнĕ Ачча), В.Ивановăна (Сухайкасси), В.Спиридоновăна (Шăхасан), Л.Тихоновăна (Вырăскас Пикших) 50 пин тенкĕ преми илме ĕнентерÿ хучĕсем пачĕç. Ухманти "Рябинушка" ача сачĕн заведующине В.Васильевăна, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн математикне Л.Емельяновăна, Сухайкасси тата Карăклă вăтам шкулĕсен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Ивановăпа Н.Ивановăна, Шуркасси вăтам шкулĕн физрукне В.Миронова Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова, Л.Германова (Хучел шкулĕ), В.Васильева (Карăклă), О.Васильева (Кăшнаруй), Т.Егорова (Ăвăспÿрт Кипеч), И.Зиновьева (Атнаш), О.Михайловпа Е.Филиппова (Çеçпĕл), Л.Петрова (Чакаç), Е.Сильвестрова (Вăрăмпуç), Л.Тихонова (Вăтапуç), Н.Федорова (Çĕнĕ Чалкасси), А.Ивановăпа И.Егорова (Сухайкасси) тивĕçрĕç. Т.Абрамовăпа О.Маловăна (Вăтапуç шкулĕ), Т.АндреевăпаТ.Архиповăна (Чакаç), Л.Архиповăна (Карăклă), В.Федотовăна (Пайкилт) район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç. Предметсен республикăри олимпиадисен призерĕсене хатĕрленĕ учительсене преми парса хавхалантарчĕç.

"Чи лайăх класс ертÿçи" конкурс çĕнтерÿçисене тата призерĕсене грамотăсем, парнесем пачĕç. Шкул ачисен спартакиадинче малти вырăнсене йышăннă шкулсем те наградăсем илчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика