01 сентября 2010 г.
2010 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен Чăваш Республикин – çĕнĕ Президент
Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕ вĕçленчĕ, анчах депутатсем те, хăнасем те – Правительство çурчĕн Пысăк залĕнчех, вĕсем саланма васкамарĕç. Кĕтме пысăк сăлтав пулчĕ: Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Президент должноçне кĕнĕ май савăнăçлă церемони иртрĕ. 2010 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен Чăваш Республикин – çĕнĕ Президент. Церемоние ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский ертсе пычĕ. Унта çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Министрсен Кабинечĕн членĕсем, хуласемпе районсен пуçлăхĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.
"Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене пурнăçланă чухне Раççей Федерацийĕн Конституцине тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Президенчĕн пысăк тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклă ĕçлеме тупа тăватăп", – терĕ Михаил Игнатьев. Çак сăмахсене вăл алă пусса çирĕплетрĕ. Михаил Михайловский Чăваш Енĕн çĕнĕ ертÿçи çине ЧР Президенчĕн тивĕç паллине çакса ячĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне пурнăçлама пуçлани пирки Указа алă пуснă хыççăн Михаил Игнатьев сăмах илчĕ. Хăйĕн тĕллевĕсене, ĕçĕсене палăртнă унта. "Тăван республикăн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене парăнтарас тĕлĕшпе пирĕн çĕнĕ шухăшсем кирлĕ. Умра – малашлăх проекчĕ, ĕçĕн инноваци хатĕрĕсем. Вĕсене пурнăçа кĕртни тăван Чăваш Енĕн конкурент тивĕçĕсене тата çÿллĕрех шая çĕклеме пулăшĕ. Саманапа тан пымалла, экономикăн пушă, ирĕклĕ путăкĕсене алла илмелле, çĕнĕ производствăсемпе предприятисем уçмалла, инноваци малта пыракан технологийĕсене ĕçлеттерсе ямалла. Эпир сирĕнпе çапла тăвăпăр та",– терĕ Михаил Васильевич.
Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота Михаил Игнатьев ячĕпе янă салам телеграммисене вуласа пачĕ. Вĕсем çĕршыв ертÿçисенчен – Дмитрий Медведев Президентпа Раççей Правительствин Председателĕнчен Владимир Путинран, Беларуç Президенчĕ Александр Лукашенко та, РФ Патшалăх Думин председателĕ Борис Грызлов та саламлаççĕ ăна. Григорий Рапота республика ертÿçине хăйĕн ячĕпе саламланă май çак шухăша палăртрĕ: " Чăваш Ене Николай Федоров ертсе пынă çулсенче кунта питĕ нумай улшăну пулчĕ, республика пур енĕпе те малалла ăнтăлчĕ. Анчах та пурнăçа кĕртмелли те сахал мар. Эпĕ çĕнĕ Президента умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп". Çакăн хыççăн Григорий Алексеевич Михаил Игнатьева Чăваш Ен Президенчĕн РФ Президенчĕ Д.А.Медведев алă пусса çирĕплетнĕ удостоверенине пачĕ.
Аса илтерер: çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче республикăн пĕрремĕш Президенчĕн Николай Федоровăн полномочи вăхăчĕ тухрĕ. 16 çул ытла Чăваш Ен "тилхепине" тытса пынă вăл.
"Чăваш Ен халăхне тивĕçлĕ пуласси – пысăкран та пысăк тивĕç тата яваплăх. Пысăк мисси, йывăр хĕрес ку. Çăмăл мар пулсан та ăна çĕклесе пымаллах. Эпĕ Михаил Васильевича паянхи тата малашлăхри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма вăй, сывлăх, ăнăçу сунатăп", – терĕ Николай Васильевич, çак кунсенче çĕршыв Президенчĕпе Дмитрий Медведевпа тĕл пулнине пĕлтерчĕ. Дмитрий Анатольевич Чăваш Ен сĕнĕвне шута илнĕ, шăрăх çанталăка тата вăрман пушарĕсене пула сиксе тухнă лару-тăрăва йĕркелесе яма республикăна 1,5 млрд тенкĕ уйăрса пама йышăннă.
Ун хыççăн Николай Федорова "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа, Чăваш Республикин Президенчĕн асăну паллипе чысларĕç.
Савăнăçлă церемони хыççăн Григорий Рапота, Михаил Игнатьев тата Николай Федоров журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Григорий Алексеевич федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен ертÿçисен йышĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах çĕнелнине пĕлтерчĕ. "Хăйсене кăтартма тивĕçлĕ кадрсем килеççĕ. Çак çынсем, тĕпрен илсен, çав тăрăхра ÿссе çитĕннисемех", – терĕ полномочиллĕ представитель.
"Эпĕ юлашки вăхăтра сирĕнпе кулленех çыхăну тытрăм темелле. Районсене пĕрле тухса çÿрерĕмĕр, çитменлĕхсемшĕн пĕрле пăшăрхантăмăр, çитĕнÿсемшĕн хĕпĕртерĕмĕр. Массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ паянхи Чăваш Ен сăн-сăпатне уçса парас енĕпе питĕ пысăк", – МИХсен ĕçченĕсем пирки хăйĕн шухăшне палăртрĕ Михаил Игнатьев.
ЧР ПА пресс-служби.