27 августа 2010 г.
Çак кунсенче Кайри Ăнтавăш ялĕ тăпăлкка та илемлĕ çуртпа пуянланчĕ. Тĕп урамри 12-мĕш кил вырăнĕнчи çĕнĕ пÿрт хăйĕн хуçине йышăнчĕ.
Кил хуçи – вăрçăра пуçне хунă салтак арăмĕ Анна Никитична Лебедева. Вăл 1912 çулта Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче çуралнă. Самана йывăрлăхĕсене пăхмасăрах пĕве кĕнĕ çамрăк хĕр Канаша, педагогика училищине учителе вĕренме килнĕ. Кунтах Турă пÿрнине тĕл пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен вĕçĕнче Кайри Ăнтавăш йĕкĕчĕ Василий Софронович Софронов Канашра ĕçленĕ. Çакăнта паллашнă та Анна Никитичнăпа Василий Софронович. 1938 çулта çемье çавăрса Ăнтавăшра тĕпленнĕ. Виçĕ ачана – икĕ ывăлпа пĕр хĕре – кун çути парнеленĕ. Анчах та çамрăксен телейĕ нумая тăсăлман. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çемье пуçне фронта илсе кайнă. Виçĕ ачапа пĕччен тăрса юлнă çамрăк хĕрарăма мĕн тери йывăр пулнине сăмахпа çырса кăтартма та кирлĕ мар. Çапах та хуçăлман Анна Никитична, хуйха-суйха ĕçре пусарнă. Шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Каярах шкулти хуçалăхшăн явапли пулнă, сысна пăхнă çĕрте вăй хунă. "Çитмĕле çитичченех ĕçлерĕм", – тет кинемей. Çулĕсем нумай пулин те, çĕр çула çывхарать вĕт, çивĕч ăс-тăнлă. Тахçанхисене астăвать.
Анна Никитична паян пĕчченех кун кунлать. Шел пулин те, ывăлĕсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Хĕрĕ, Галина Васильевна, хăйĕн çемйипе Тутар Республикинчи Бавлы хулинче пурăнать. Çак пултаруллă хĕрарăм арçын профессине суйласа илнĕ. Малтан заводра гальванист, каярах электросварщик пулса ĕçленĕ. Уншăн нимĕнле ĕç те йывăрлăх кăларса тăратмасть-тăр. Арçыннăн-и, хĕрарăмăн ĕçĕ-и, тиркесе тăмасть – тытать те тăвать. Пушă вăхăт пулсанах Галина Васильевна юратнă амăшĕ патне васкать. Ытти чухне вара кинемее ялти ветерансен канашĕн председателĕ Любовь Павловна Ильина пăхса тăрать. "Ăна уншăн питĕ пысăк тав", – тет кинемейĕн хĕрĕ.
Мĕн сăлтавпа чарăнтăм-ха Анна Никитична çинче; Вăрçă ветеранĕсен, салтак арăмĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли ятарлă программăпа килĕшÿллĕн А.Лебедевăна патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕпе çĕнĕ пÿрт туса панă. Ку ĕçе А.Ильин ертсе пыракан "400-мĕш ПМК" тулли мар яваплă пĕрлĕх хăй çине илнĕ.
– Икĕ уйăхра документсем хатĕрлесе çитерсе, çурта пурăнмалла туса хута ячĕç. Çÿлерех каланă программăпа килĕшÿллĕн пирĕн тăрăхран черетре 6 çын тăрать. Вĕсенчен ытларахăшĕ хулара хваттер туянма кăмăл турĕç, иккĕшĕ, пĕри – Анна Никитична, ялта çурт тутарасшăн пулчĕç. Йывăç çурт, шалта мĕн кирли пурте пур: шыв, газ кĕртнĕ, ваннăй, туалет пур. Ырлăх-сывлăх кăна сунатăп, – терĕ Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов.
Тыл ветеранне, салтак арăмне çĕнĕ пÿрте куçнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Степанов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов, строительсен ертÿçи Александр Ильин ăшшăн саламларĕç. Сывлăх, канлĕ те лăпкă ватлăх сунчĕç.
Пурăнăр-ха, Анна Никитична, мехелĕр çитиччен. Эсир çакăн пек хисепе чăннипех тивĕç. Кил-çуртăр яланах ăшă пултăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.