АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТŸЛЕМЕСЕН ПУРЛĂХА АРЕСТЛЕÇÇĔ

27 августа 2010 г.

Раççей Конституцийĕн 57 статйипе килĕшÿллĕн кашниех саккунпа палăртнă налука тÿлеме тивĕç. Транспорт налукне вара Налук кодексĕпе çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та транспорт хуçи шутланакан çыннăн çав пурлăхшăн налук тÿлеме тивет. Транспорт налукĕн ставки тĕрлĕ регионта тĕрлĕрен.

Пирĕн республикăра транспорт çине хывнă налука 2001 çултанпа çирĕплетнĕ йĕркепе тата вăхăтпа тÿлеттереççĕ, çăмăллăхсем те пăхса хăварнă.

Налука вăхăтра тÿлемесен кашни куншăн пени хушăнса пырать. Танспортпа усă курнăшăн налук тÿлессинчен пăрăнакансенчен вара судпа шыраса илеççĕ. Суд йышăнăвне пурнăçласа суд приставĕсен службин транспорт хатĕрне арестлеме ирĕк пур. Унсăр пуçне парăмçа Раççей Федерацийĕн территорийĕнчен тухса çÿреме те чараççĕ.

Д.АЛЕКСЕЕВ, 3-мĕш класлă юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика