27 августа 2010 г.
Çĕрпÿ – Ульяновск федераци пĕлтерĕшлĕ автоçул хĕррине вырнаçнă Кашкăрçырми ялĕ иртнĕ эрне кун хăнасене пуçтарчĕ. Сăлтавĕ пысăк çав – Пĕршенертен уйрăлса тухса çакăнта пĕчĕк çеç илемлĕ ял йĕркеленнĕренпе кăçал шăп та пĕр ĕмĕр çитрĕ.
Хальччен пулса курманччĕ Кашкăрçырминче. Укăлчаран кĕрсенех вăл мана хăйĕн илемĕпе тыткăнларĕ. Пĕчĕк çеç ял, ун варринче пысăк кÿлĕ, кÿлĕ икĕ айккипе икĕ кĕске урам. Йĕри-тавралăх сип-симĕс, тирпейлĕ. Тавраллах йывăçсем пулнăран Кашкăрçырми вăрман варринче ларнăнах туйăнать.
Уяв хăнасемсĕр пулмасть. Кашкăрçырмисене ялăн çĕр çулхи юбилейĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов ăшшăн саламларĕ, ял-йыша хăй пурăнакан вырăна хăтлăх кÿрессишĕн тăрăшнăшăн, район аталанăвне те тÿпе хывнăшăн тав турĕ, вăрăм кун-çуллă пулма сунчĕ. Ялти сумлă ватта, 90 çул тултарнă кинемее, Ольга Константиновна Гавриловăна парне пачĕ. Районти куçса çÿрекен автоклуб ĕçченĕсем Валентина Борисова, Любовь Никифорова, Ольга Егорова, Евгений Иванов тата Çĕнĕ Шелттем хĕрĕ Алиса Чайникова савăк юрăсемпе, илемлĕ ташăсемпе, хаваслă шÿтсемпе савăнтарчĕç, ял-йыша ташша йыхравларĕç. Çапла çур çĕр иртичченех савăнчĕ ял халăхĕ.
Кашкăрçырминче ку таранччен те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк пулман. Кăçал пĕр тăван Сергейпе Алексей Еремеевсем çине тăнипе хăйсен укçипе саккаспа Асăну плити тутарса унта паттăр ентешсен ячĕсене çыртарнă, палăкне те тутарнă. Кайран ял-йыш пĕр шухăшлă пулса укçа пуçтарса панă. Пирĕн хаçат корреспонденчĕ Василий Лапин çулла ĕçлĕ çул çÿревпе Кашкăрçырминче пулнă чухне Асăну вырăнĕнчи ĕçсене вĕçлейменччĕ. Ял уявĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе çитернĕ: палăк тавра капăр карта тытса çавăрнă, чечек клумбисем те тунă, пĕр сăмахпа, хăтлăх кÿнĕ.
Ял варринчи пысăк кÿлле те Еремеевсем пуçарнипех тасаттарнă. Кăçалхи шăрăх çанталăкра та унти шыв ытлашши чакман.
Ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем йышлă Кашкăрçырминче: вĕрентекенсем, сывлăха сиплекенсем, строительсем, сутăçсем... Пĕчĕк ялта пурте пĕр çемьери пек туслă та килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕрле ĕçлеççĕ, пĕрле канаççĕ, уявра пĕрле савăнаççĕ...
И.ВЛАДИМИРОВА.