27 августа 2010 г.
1990 çул пуçламăшĕнче Чăваш Енре çурт-йĕр тума тата хушма хуçалăх тытса пыма кăмăл тăвакансене пурне те çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама тытăнчĕç. Хăш-пĕр ялсенче çĕнĕ урамсем ÿссе ларчĕç, чылай çуртсене çынсем ял-йышпа пĕрле пухăнса нимелле хăпартрĕç. Чиновниксем те савăнчĕç çакăншăн, ара, вĕсене районта, республикăра çĕнĕ çуртсен йышĕ тата усă куракан çĕр лаптăкĕсен шучĕ ÿснине отчетра кăтартма кăмăллă пулнă-çке.
Çурт лартасси - йывăр ĕç, коммуникацисем хывасси - тата чăрмавлăрах. Объектсем патне çити çул сармалла, çуртсене электричество кĕртмелле, газпа, шывпа тивĕçтермелле. Шăпах çак ыйтусене татса панă чухне Ямăрса ялĕнчи пирĕн урама электрификацилессипе нуша сиксе тухрĕ те ĕнтĕ. Малтанлăха ĕç-пуç йĕркеллех пулса пычĕ-ха: 36 кил-çуртран тăракан пĕчĕк урамра "ГОЭЛРО планне" пурнăçа кĕртме эпир укçа-тенкĕ пуçтартăмăр. Проектпа смета докуменчĕсем хатĕр пулчĕç, вĕсем пирки тĕрлĕ инстанцисенче килĕшсе татăлтăмăр. Ĕçе пурнăçлакансем тупăннă хыççăн электрификаци тума пухнă укçа-тенкĕ подрядчик кассине ăсанчĕ.
Пирĕн республика правительствин йышăнăвне тĕпе хурса электрифакацилеме пухнă укçа-тенке Чăвашэнерго, Канаш районĕн администрацийĕ тата ял администрацийĕ çине пĕрешкел пайлама - 33,3-шер процент - йышăнчĕç. Вырăнти бюджета кăштах çăмăллатас тесе, районти власть урама электрификацилеме халăхран укçа пухма йышăнчĕ, кайран ăна туллин тавăрса пама шантарчĕ. Çынсем укçа пуçтарчĕç, унпа тĕллевлĕн усă курчĕç.
Ямăрса ялĕнчи Çĕнĕ урама электричествăпа тивĕçтерес ĕçе татса панă май Канаш район администрацийĕн ун чухнехи пуçлăхĕ С.Антонов 2001 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче мана çапла хурав пачĕ: "Сирĕн çырăва район администрацийĕнче тишкернĕ, 2000 çулта сирĕн урама электрификацилессипе пурнăçланă ĕçшĕн 50-мĕш МК умĕнчи парăма татмашкăн 26 пин тенкĕ тупнă.
Çĕнĕ урамри çуртсене электрификацилессине вĕçлеме урам комитечĕн граждансенчен укçа-тенкĕ пухассипе ĕçе васкатмалла. Район администрацийĕ хăйĕн пайне финанспа тивĕçтерĕ".
2002 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче Канаш районĕнчи депутатсен Пухăвĕ "Çĕнĕ урамсене электрификацилеме хăйсен укçи-тенкине хывнă Канаш районĕнчи граждансене вырăнти налуксемпе сборсенчен хăтарасси çинчен" ыйту пăхса тухнă. Кунта ĕнтĕ уйрăм çынсенчен илекен çĕр налукĕ, çĕре арендăна илнĕшĕн тÿлев тата пурлăхшăн тÿлекен налук çинчен калаçу пырать. Акционерсен "Чăвашэнерго" уçă обществипе тунă килĕшÿпе тата йышăннă нормативлă документсене тĕпе хурса район бюджетне хывăнакан çак тÿлевсене "Чăвашэнерго" АУО умĕнче электроэнергишĕн пулнă парăмсем шучĕпе саплаштармалла.
Район депутачĕсем çак ĕçе сыпăкăн-сыпăкăн, 2002 çулшăн куçарнă суммăран пуçласа, граждансем урама электрификацилеме пухса панă укçа-тенкĕ шайне кура, вĕсене çÿлерех асăннă тÿлевсенчен хăтарассине вăя кĕртсе, Чăваш Республикинчи Финанс министерствин Канаш районĕнчи финанс пайне тата Канашри налук инспекцине пурнăçа кĕртсе пыма шаннă.
Ĕç-пуç малалла мĕнле аталанса пычĕ-ха; "Чăвашэнерго" АУО, Кăнтăр электричество сечĕсен, 50-мĕш МК ертÿçисен тăрăшулăхĕпе мĕн пур ĕçе пурнăçларĕç, анчах ял çыннисем тăкакланă укçа-тенке компенсацилеме "манчĕç". 2005 çулхи майăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Финанс министерствинчен эпир акă мĕнлерех хурав (" 06-22Ÿ2297) илтĕмĕр: "Чăваш Республикин Финанс министерстви Канаш районĕнчи Ямăрса ялĕнчи Çĕнĕ урамра пурăнакансем ял урамĕсене электрификацилеме тăкакланă укçа-тенкĕне компенсацилеме ыйтса çырнине тепĕр хут пăхса тухнă. Çапла пĕлтеретпĕр: Чăваш Республикин Саккунĕсемпе çирĕплетнĕ республика бюджетĕнче 2000 çулшăн тата малалли ытти çулсемшĕн те ялсенчи çĕнĕ урамсене электрификациленипе пулнă тăкакшăн халăха компенсаци пама укçа-тенкĕ палăртса хăварман. Асăннă тăкаксем Чăваш Республикин республика бюджечĕн расход обязательствисем шутланмаççĕ. Çавăнпа та çак ыйтăва Арбитраж судĕнче татса пама сĕнетпĕр".
Юлашки результат мĕнле тетĕр-и; Çынсем паянхи кун та шантарнă компенсацие кĕтсе илеймеççĕ. Тĕрĕслĕх тупма пире кам пулăшĕ-ши;
И.ВАСИЛЬЕВ.