27 августа 2010 г.
"Граждансене çĕрĕшнĕ тата авариллĕ çуртсенчен куçарасси" программăпа килĕшÿллĕн "3-мĕш стройтрест" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри организацийĕ Шăхасанта кăçалхи иккĕмĕш кварталта нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт тума пуçланă. Çак кунсенче унти ĕçсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата унăн çумĕ В.Степанов паллашрĕç.
Çĕнĕ çуртăн лаптăкĕ 717 тăваткал метр пулĕ. Ăна вырăнти тата республика бюджечĕн, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăха çĕнетмелли фондăн укçи-тенкипе çĕклеççĕ. Тĕл пулура çурта вăхăтра хута ямашкăн кансĕрлеме пултаракан ыйтусене сÿтсе явнă.
Объектра пулнă хыççăн хĕле хатĕрленес ĕçсемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Вĕсемпе пĕрлĕх ертÿçи С.Иванов паллаштарнă, татса памалли майсене кăтартнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.