25 августа 2010 г.
Акă тинех çумăрсем çитрĕç. Каярах пулин те чуна çăмăл. Пĕтĕм тĕнче кулса ячĕ тейĕн. Çакăн пек илемлĕ кун районти культура çурчĕ çумĕнчи куçса çÿрекен автоклуб Энтрияль тăрăхне çул тытрĕ. Вăл унта Матькасси ялĕн кунне ирттернĕ çĕре хутшăнчĕ.
Ял çыннисемпе хăнасене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров, Энтрияль тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Антонов саламларĕç, ăнăçу сунчĕç, халăхпа пĕрле ал ăстисен куравĕпе интересленсе паллашрĕç. "Ентешсем" ансамбль илемлĕ юрăсемпе уява хăйне евĕрлĕ илемлĕ сăн кĕртрĕ. В.Борисова, Е.Иванов, Л.Никифорова, О.Егорова тата К.Садюров шăрантарнă юрăсене итлекенсем хыттăн алă çупса йышăнчĕç, лайăх кăмăл кÿнĕшĕн тав турĕç. Ял уявĕ пан улми спасĕпе тÿр килнипе сĕтел çинче пан улми нумай пулчĕ. Уяв ташă каçĕпе вĕçленчĕ. Матькассисем уявпа кăмăллă юлнă.
Артистсем хăйсен пултарулăхне ытти ялсенче те кăтартас шухăшлă. Репертуара вĕсем çĕнетсех тăраççĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.