АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ ТĂРĂХĔН ПУÇЛĂХĔ ПУЛМА ÇĂМĂЛ МАР

25 августа 2010 г.

Сителе каякан автобус Шăхасана çитсе чарăнсан çул урлă каçса ял тăрăхĕн администраци çурчĕ еннелле утрăм. Ял пуçлăхĕ Александр Николаевич Егоровпа унпа пĕрле ĕçлекенсем çурт умĕнчи пахчара ÿссе ларнă хыт-хурана çулса, тăпăлтарса çÿретчĕç.

- Çанталăк шăрăх тăрать пулин те, усал çум курăксем чашкăрса кайрĕç, ĕç пуçланиччен çавсене пуçтарас терĕмĕр, - терĕ вăл, алă тытса сывлăх суннă хыççăн. Çавăн пек калаçа-калаçа çурта кĕтĕмĕр, калаçу васкамасăр малалла тăсăлчĕ.

- Александр Николаевич, вăрçă чарăннăранпа 65 çул çитнине паллă туса ял варринче чăн-чăн мемориал комплексĕ туса лартнă эсир. Укçи-тенки те чылай тăккаланчĕ пулĕ;

- Çак лапама эпир "Çĕнтерÿçĕсен Лапамĕ" (вырăсла "Площадь Победителей" пулать-ха ĕнтĕ вăл) тесе ят патăмăр. Тÿрех калатăп, бюджет укçине нумай тăккаламан эпир. Ăна халăх тата тĕрлĕрен предприятисем пулăшнипе туса лартнă. Фарбер Владимир Федорович ертсе пыракан Ялти строительство комбиначĕ питĕ нумай пулăшу пачĕ. Ăна манăн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Киров ячĕллĕ колхоз лапам йĕри-тавра тытса çавăрма 20 пин тенкĕпе тимĕр карта туянчĕ. Предпринимательсем, пĕр тăван Владимировсем те сăваплă ĕçрен айккинче тăмарĕç - укçасăрах лапама сарма виçĕ тимĕр-бетон плита пачĕç. Канашра налог инспекцийĕнче ĕçленĕ Вячеслав Антонов хăй килĕнченех кирпĕч парса ячĕ. Шăхасан чиркĕвĕ часавай тума куполсем пачĕ. Ав çав часавая, чÿречеренех курăнать вăл, ятарласах вăрçăра вилнисене асăнса лартрăмăр, ăна чиркÿре ĕçлекенсем святить турĕç.

Çак лапама тунăшăн хирĕçлекенсем те тупăнчĕç: "Ун вырăнне ача-пăча площадки тунă пулсан усси нумайрах пулатчĕ", - текелерĕç хăшĕсем. Вăл та кирлĕ-ха ĕнтĕ, эпĕ килĕшетĕп. Анчах хамăр аттесене, асатте-кукаçисене те манса каймалла мар. Вĕсем пирĕншĕн, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн юн тăкнă вĕт-ха.

- Ку юрать-ха. Паянхи ĕçсем çине куçар. Вăраха хăвармасăр, ял тăрăхĕнче паян туса ирттермелли ĕçсем мĕнре;

- Нумая пынă шăрăх та типĕ çанталăк питĕ пысăк чăрмав кÿчĕ. Ăшăх пулнипе таврари пĕвесем типсе ларчĕç. Çывăрма выртнă чухне те, ирхине вăрансан та пĕр шухăш канăç памасть: пушар таврашĕ ан пултăрччĕ тетĕп. Пирĕн Сител ялĕнче лару-тăру питĕ япăх, унта пĕвесенче шыв çукки питĕ пăшăрхантарать.

Манпа килĕшеççĕ-и е килĕшмеççĕ, эпĕ çакна каласшăн: юлашки çулсенче эпир пĕвесем пĕвелеме, плотинасем тума вуçех пăрахрăмăр. Шăхасанта та пĕвесем çук. Пĕр 20 çул каялла "Цивиль" тата Киров ячĕллĕ колхозсем Кĕçĕн Çавала пĕвелетчĕç те шыв тулăх тăратчĕ. Хальхи саккунсемпе проектсем тутармасăр пĕвелеме юрамасть теççĕ. Кăçал çутçанталăка сыхлакан прокуратурăра ĕçлекен Гусева хушаматлă прокурор помощникĕпе калаçрăм: "Хуть те хупса лартăр мана, Кĕçĕн Çавала пĕвелетĕп", - терĕм. Халĕ Шăхасан тĕлĕнчи пĕве мĕнле хитре курăнса выртать! Шывĕ мĕнле тулăх, çынсем канма, шыва кĕме çÿреççĕ. Инкек сиксе тухас пулсан пушар сÿнтерекен машинăсем килсе шыв илме те пултараççĕ. Вăхăтлăх пĕве анчах ĕнтĕ вăл, хальхи шăрăх вăхăтра усă курма кăна. Çурхи шыва ку пĕве чараяс çук, ăна пурпĕрех шыв илсе каять.

- Хăш-пĕр ялсенче çăлсем, пусăсем типсе ларнипе аптăраççĕ. Шăхасанта шыв пăрăхĕсем хывнă, колонкăсем те пур пулсан, Сител ялĕнче лару-тăру мĕнлерех; Хăш-пĕр ялсенче цистернăсемпе шыв сутса çÿренĕ тенине те илтнĕччĕ...

- Шыв сутсах курман-ха. Пĕр-икĕ хутчен Сител ялне цистернăсемпе шыв янăччĕ пушартан сыхланмалли пичкесене, резервуарсене тултарма. Темĕншĕн шывне сахал илсе юлчĕç. Чăнах та, унта пусăсем типсе ларнă. Урамри темиçе кил ăсакан икĕ çăла çуркуннех юсаса тасатнăччĕ, халĕ çавăнтан ăскалаççĕ пулас. Тата арман патне те çÿреççĕ шыв ăсма. Килте машина пуррисем пушă флягăсемпе шыв колонкисем патне Шăхасана анаççĕ.

- Александр Николаевич, тепĕр йывăр та кăткăс ĕç вăл - ял урамĕсене çÿп-çапран тасатасси...

- Эпир 2008-мĕш çултах Шăхасанпа Сител ялĕсене çÿп-çап пуçтарма ятарлă вырăнсене картасем тытсах контейнерсем тартса патăмăр. Анчах пухăннă çÿп-çапа турттарма бюджетран питĕ нумай укçа каять. Çавăнпа кашни килтен уйăхра 20-шер тенкĕ те пулин пуçтарас терĕмĕр. Чылайăшĕ килĕшрĕ, теприсем вара тÿлесшĕн мар, "эпĕ çÿп-çапа, ăпăр-тапăра контейнера тăкмастăп, урăх çĕре тăкатăп" текенсем сахал мар. Малтанхи вăхăтра укçа пуçтарăнатчĕ, халĕ каллех тÿлеме пăрахрĕç. Шутласа пăхрăмăр та, иртнĕ уйăхра 1200 тенкĕ анчах пухăнчĕ. 1500 хуçалăх пулсан та кашни 20 тенкĕ тÿлесен мĕн чухлĕ укçа пухăнмалла!

- Шутласан, хальхи вăхăтра 20 тенкĕ пысăк укçа та мар вĕт-ха...

- Темĕнле ăнлантарса памалла халăха. Çÿп-çапне вăрттăн та пулин тухса пăрахаççĕ урама. Халăхран намăс курас мар тесе унталла - кунталла пăхкаласа илеççĕ малтан. Районти планеркăсенче те эпĕ ялсене çÿп-çапран тасатас пирки яланах сăмах хускататăп, çак ĕçре район хаçачĕ пысăк пулăшу пама пултарасси çинчен те темиçе хутчен те асăннă. "Ытти ялсенче пуçтармаççĕ-çке, эсир ма пуçтаратăр;" - текенсем те пур. Ытти ялсенчине пĕлместĕп, анчах ялсем типтерлĕ, таса пулнине мĕн çиттĕр; Хакне те районĕпе пĕр пек тумалла: çирĕм тенкĕ-и, е вăтăр тенкĕ. Ăна район депутачĕсен Пухăвĕнче йышăнмалла.

Ял тăрăхĕн бюджетĕнчи укçапа эпир обществăлла вырăнсенче пухăнакан çÿп-çапа турттарма кăна пултаратпăр. Частнăй сектортан турттарса тухма бюджетра эпир укçа-тенкĕ палăртман. Малтанах, ял пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăнсанах, Çавал хĕрринче, çырмасенче темĕн чухлĕ çÿп-çап куписемччĕ, вĕсене аран-аран тасатса пĕтертĕмĕр. Унтан халăха пĕлтертĕмĕр: уйăх пуçламăшĕнчи пĕрремĕш эрнекун çÿп-çап тултарнă михĕсене хапха умне тухса лартăр, вĕсене çав кун машинăпа тиесе каятпăр. Халăх çакна хăнăхса çитрĕ, халĕ урамсене контейнерсем лартса парас терĕмĕр.

Тата паçăр шăрăх çанталăк пирки пуçланă калаçу патне таврăнар-ха. Пĕвесем вуçех типсе ларчĕç, вĕсене тасатма халĕ питĕ меллĕ. Анчах бюджетра укçа-тенкĕ çукки пĕтерет. Çапла та шутласа пăхатăп: çак ĕçе тума республика влаçĕ пулăшаймĕ-ши; Типсе ларнă пĕвесем çитес кĕркуннепе çуркунне шывпа тулнă пулсан мĕнле лайăх пулĕччĕ. Тепĕр çул та çакăн пек çанталăк пулмĕ-ши тесе те шухăшлаттарать. Бульдозерсемпе тасатаймăн тулса ларнă юшкăна, вĕсем путаççĕ кăшт чавсанах. Кунта ятарлă техника кирлĕ.

- Александр Николаевич, Шăхасанти кашни кил-çурта çут çанталăк газĕ кĕртсе пĕтернĕ пулĕ ĕнтĕ ку таранччен...

- Нумай хутлă çуртсем пирĕн мĕн пурĕ вăтăр иккĕ. Малтан общежити пулнă икĕ хутлă икĕ çурта газ кĕртеймен, унта баллонсемпе усă кураççĕ. Çут çанталăк газĕ кĕртсе пама пирĕн хамăрăн укçа çук, унта пурăнакансен хăйсен укçа пуçтарса кĕртмелле. Унта тĕрлĕрен халăх пурăнать те, вĕсемпе калаçса татăлма питĕ йывăр. Ĕçне вара пурпĕрех тăвас пулать.

Ырă тĕслĕх те пур пирĕн. Çеçпĕл урамĕнчи 14-мĕш çуртра та газсăр нушаланатчĕç. Проектсене хатĕрлеме хамăр заказ патăмăр, подрядчик тупрăмăр, халĕ çак икĕ хутлă çуртри кашни хваттерте çут çанталăк газĕ çунать.

- Масарсене тирпейлесе тăрасси те сирĕн ĕç вĕт-ха.

- Пирĕн икĕ масар - пĕри Сителĕн, тепри Шăхасанăн. Икĕ масарĕ çине те çÿп-çап пухма емкăçсем лартса патăмăр. Шăхасан масарĕ ватă йывăçсемпе хупланса ларнăччĕ - чисти тайгари пекчĕ унта. Никам та касасшăн мар çылăх пулать тесе. Çав йывăçсене кастарма урăх тĕне ĕненекен çынсене тупрăмăр. Татса хунă вутта та аран-аран çырмасене питĕ йĕркеллĕ майласа хутăмăр - киле илсе каякансем тупăнмарĕç. Сителти масара пысăклатас пулать, вăл тулса çитрĕ темелле.

Татса памалли тепĕр ыйту пур пирĕн. Икĕ ялта - икĕ выльăх масарĕ. Вĕсене ял тăрăхĕн харпăрлĕхĕ тесе пирĕн çине куçарасшăн. Ман шухăшпа, ку питĕ тĕрĕс япалах мар. Эпир вĕсене хамăр çине илтĕмĕр пулсан, пирĕн тирпейлесе, тасатса тăмалла пулать вĕт-ха çав масарсене; Йĕри-тавра карта тытса çаврăнма шăтăк чавтарма та хăратпăр. Çĕпĕр язвин микробĕсем çынна лекес пулсан; Тен, выльăх масарĕсене ветеринари службине шанса памалла; Вĕсен ĕçĕ вĕт-ха ку; Пирĕн специалистсем те çук ăна ăнланаканни, вĕсене тытса тăма бюджетра укçа-тенки те çук.

- Çак кунсенче ял халăхĕ мĕн çăмăлпа килет сирĕн пата, татса памалли ыйтусем чылай-и;

- Тепĕр çĕрте шыв çук, канализаци тулса ларнă, подъезд алăкĕсем хупăнмаççĕ, чÿрече рамисем çĕрĕшнĕ - ытларах çак ыйтусемпе килеççĕ. Районти пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх управляющи компанийĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшатпăр. Нумай хутлă çуртсем Шăхасанта 32 терĕмĕр-ха паçăр. Икĕ уйăх каялла кашни çуртран пĕрер ответлă çын уйăрса лартрăмăр. Вĕсемпе уйăхра пĕрре пуçтарăнса калаçатпăр, çывăх вăхăтра тумалли ĕçсене палăртса хуратпăр. Подъездсенчи йывăç алăксем вырăнне тимĕр алăксем лартас терĕмĕр, вĕсене подъездра пурăнакансен хăйсен укçа пуçтарса туянма тивет. Çеçпĕл урамĕнчи 14-мĕш çуртра алăксене улăштарчĕç. Епифанов урамĕнчи 8-мĕш çуртăн пĕр подъездĕнче те укçа пуçтарса тимĕр алăк лартрĕç.

- Александр Николаевич, октябрĕн 10-мĕшĕнче - суйлав, çав уйăхрах перепись ирттермелле. Çырав тетпĕр-ха ăна чăвашла. Çак питĕ ответлă мероприятисене тивĕçлипе ирттерсе яма мĕнле хатĕрленетĕр;

- Суйлав пирки сăмах пуçлас пулсан, депутата суйлама кандидатсем тупма йывăртарах кунта. Никам та ял тăрăхĕн депутатне каясшăн мар. Нимĕнле çăмăллăх та çук вĕсен, ыйтма вара вĕсенчен çирĕп ыйтатпăр. "Единая Россия" парти енчен 13 кандидат тăратрăмăр ял тăрăхне, района суйлама çак партиренех 2 кандидат тăратса списокĕсене суйлав комиссийĕсене çитертĕмĕр. Альтернатива кирлĕ вĕт-ха пире, пĕр çынпа кăна çырлахаймастăн. Каллех çынсемпе ĕçлемелле пулать. Хама илес пулсан, ял тăрăхĕн пуçлăхне эпĕ партисенчен каймастăп, кандидата "самовыдвиженипе" тăратăп.

- Ытти партисенчен кандидата тăратмаççĕ-и;

- Хальлĕхе пĕр кандидат та тăратман-ха. Çырав çинчен кăштах каласа хăварам. Эпир комиссисем уйăрнă, вĕсен ĕçĕсене Егорова Любовь Осиповна йĕркелесе пырать. Çыравçăсене пурне те палăртса хунă. Районти статуправленирен килсе каяççĕ, çитменлĕхсем пурри çинчен каланине пĕрре те илтмен. Урамсен ячĕсене, çуртсен номерĕсене эпир пĕлтĕрех çĕнетсе çапса тухнă.

- Александр Николаевич, паян пирĕн калаçу питĕ интереслĕ, усăллă пулчĕ. Тавах сире. Малашне те ĕçсем ăнса пыччăр ...

- Çапла пултăрччĕ.

В.ЛАПИН калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика