25 августа 2010 г.
Республика Президенчĕ Николай Федоров виçĕм кун Шупашкарти "Çăкăр" АУОра пулнă. Предприяти ертÿçисемпе специалисчĕсене явăçтарса ирттернĕ ĕçлĕ канашлура рынок условийĕсенче республикăра тата унăн тĕп хулинче çăкăр-булка изделийĕсем пĕçерсе сутассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Çак калаçăва кăçал тыр-пулăн пысăк пайĕ пĕтнине пула тырăпа çăнăхăн уйрăм сутуçисем çакăнпа киревсĕр тĕллевпе усă курса юлма тăрăшнипе пуçарнă. Çăкăр пĕçерекенсем те хаксене сăлтавсăрах çĕкленĕ, халĕ вĕсем çăкăр хакне çав шайрах хăварса унăн виçине чакарнă май саккунсăр тупăш илеççĕ.
"Çăкăр" АУОн генеральнăй директорĕ Елена Бадаева хăйĕн сăмахĕнче çăкăр хакĕсене ÿстермешкĕн курăмлă сăлтавсем çуккине, вăл ертсе пыракан коллектив потребительсен ыйтăвĕсене çывăха илнине палăртнă.
Николай Федоров халăхра анлă сарăлнă каларăша аса илтернĕ: "Çăкăртан асли çук". Чăваш Ен Правительстви çирĕп тĕрĕслесе тăрас тата мерăсем йышăнас тĕллевпе çăнăх, çăкăр, аш-какай тата сĕт хакĕсене куллен сăнаса тăрĕ.
ЧР ПА пресс-служби.